Ыйтусем пур-и? Пухуран ан юл

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2022, 08:52 Просмотров: 417

Ялсенче иртекен тĕлпулусем халăхшăн та, влаçшăн та кирлине кашнинчех палăртатăн. Вĕсем вырăнти чи çивĕч ыйтусене çĕклеме, вĕсене татса парассипе майсем тупма пулăшаççĕ.

Кĕçнерникун Кĕçĕн Кипек тăрăхĕнче иртнĕ граждансен пухăвĕсем çакна тепĕр хут çирĕплетрĕç. Сăмах май каласан, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕн марафонĕ кăçал ку поселенире, Туçи Çармăс ялĕнче, кĕçнерникун старт илчĕ. Тĕлпулусем район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов хутшăннипе иртрĕç.

Сакăр яла пĕрлештерекен Кĕçĕн Кипек тăрăхĕнче 1234 çын пурăнать. Поселени пуçлăхĕ Сергей Волков кунти халăх ĕçчен те ырă кăмăллине палăртрĕ. Анчах та, шел те, демографи кăтартăвĕсем юлашки çулсенче ытлашши савăнтармаççĕ, пурнăçран уйрăлакансен йышĕ çуралакансенчен самай пысăкрах. Пĕлтĕр, сăмахран, 13 ача çут тĕнчене килнĕ пулсан, 32 çын автансăр яла кайнă. Туйсем сакăр хутчен вылянă, пилĕк çемье вара арканнă.

Ял аталанăвĕшĕн тăрăшни куçкĕрет. Сергей Калистратович çынсен пурнăçне хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе çулсеренех тĕрлĕ программăсене кĕме талпăннине палăртрĕ. Иртнĕ çул кунта, акă, икĕ çĕнĕ ФАП çĕклесе хута яма май килнĕ. Туçи-çармăссем пирвайхи медицина пулăшăвĕн объекчĕ хăйсем патĕнче уçăлнишĕн хĕпĕртенине тĕлпулу вăхăтĕнче те палăртрĕç.

Çавăн пекех пĕлтĕр ял поселенийĕн территорийĕнче ача-пăча площадкисем те уçма май килнĕ. Пуçаруллă бюджет программине хутшăнса Кив Шуртанти пĕвене тасатнă, Туçи Çармăс масарĕнче ритуал çуртне çĕкленĕ тата çăва тавра карта тытса çавăрнă.

Кăçала палăртнă ĕçсем те пĕчĕк мар. Мулакасси Мăратри тата Тимĕрçкассинчи çулсене çĕнетмелле. «Малтан пĕвене юсамалла, ытлашши юхăннă, юхтарса ярсан яла икĕ пая уйăрать»,– терĕç пăшăрханса тимĕрçкассисем. Ку ялта халăх йышĕ сахаллансах юлнă пулин те, уй урлă каçмаллине пăхмасăр пухăва хастаррăн килнĕ вĕсем. Сергей Калистратович пĕве ыйтăвĕн шăпине татса пама мелсем тупасси шухăшран тухманнине палăртрĕ.

Çулсем ку тăрăхра 22,7 километра тăсăлаççĕ, вĕсенчен 5,9 километрĕ кăна хытă сийлĕ. Вĕсене юсасси-тытса тăрассипе В.Г.Максимов уйрăм предприниматель тăрăшать. Иртнĕ çул Мулакасси Мăратри Солнечная урамри грунтлă çула юсанă, Кив Шуртанти пĕве каçмине анлăлатнă, Лесная, Новая, Центральная урамсенчи вак чул сарнă çулсене йĕркене кĕртнĕ.

Кив-шуртансем пухăва çитеймен, анчах та вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕ валли икĕ ыйту тăратнă% райпон лавккин çуртĕнче клуб йĕркелеме çук-и тата ку яла çÿрекен автобус рейсĕсене хушма пулмасть-и?

Муниципалитет пуçлăхĕ Андрей Тихонов автобус маршручĕсемпе районта чылай çĕрте лару-тăру çивĕч пулнине, вĕсемпе пĕрре мар куçа-куçăн калаçнине палăртрĕ. Ку енĕпе иртнĕ çул сахал мар ĕç тунă. Кассăсене йăлтах автовокзала тавăрма май килнĕ. Маршрутсене те. Анчах та... Андрей Владимирович тепĕр çивĕчлĕхе те палăртрĕ% «Автобуссем килеççĕ, çынсем вара е таксипе, е легаллă мар перевозчиксемпе çÿреççĕ. Пассажирсем çуккипе водительсем рейса тухасшăн мар. Ку ыйтăва пирĕн сирĕнпе пĕрле татса памалла. Маршрутсене упраса хăварас тесен официаллă перевозчиксемпе кăна çÿремелле», – терĕ вăл лару-тăрăва ăнланма ыйтса. Кив Шуртан маршручĕ пирки çывăх вăхăтра перевозчикпа тĕл пулассине пĕлтерчĕ.

Райпо лавккине клуба çавăрасси шутланипех пулмасть, терĕ вăл. Анчах та ыйтăва тимлĕхре тытма, майсем шырама шантарчĕ.

«Ĕне тытнăшăн мĕншĕн субсидисем тÿлеме пăрахаççĕ?» Ку ыйту паян, ахăртнех ялта пурăнакан, выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекен кашни çыннах шухăшлаттарать. Андрей Тихонов лăплантарма васкарĕ. Вăл кĕçех республикăра уйрăм хушма хуçалăх тытакансемшĕн чаплă программа ĕçлесе каяссине, вăл çĕр çыннине патшалăх енчен самай пулăшу парассине палăртрĕ. Сăмахран, тăкаксене 70 процент таран саплаштарĕç, ĕне туянма тавăрса памалла мар 70 пин тенкĕ, качака туянма 20 пин тенкĕ уйăрĕç. Техника (анчах мотоблок мар) туянсан та патшалăх ун хакĕн пĕр пайне субсидилĕ. Анчах пĕр услови – çыннăн, хăй хăш ÿсĕмрине пăхмасăр, харпăр-хăй çине ĕçлекен статуса çирĕплетмелле...

Паллах, ку программа хальлĕхе проект шайĕнче кăна, анчах та вăл пурнăçа кĕрсен ялти нумай çынна ĕçлĕ пулма, аталанма май парĕ. Андрей Владимирович правительствăра йышăнсан ăна халăх патне тÿрех çитерессе, вырăнти поселени пуçлăхĕсем кирлĕ документсем пуçтарма пулăшасса пĕлтерчĕ.

Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн дознавателĕ Юрий Иванов ял çыннисене пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен аса илтерчĕ. Пÿрт-хуралтăсем ытларах чухне çулăмпа, кăмакасемпе тĕрĕс мар усă курнипе, ача-пăча шăрпăкпа айкăшнипе çыхăннине пĕлтерчĕ. Хĕллехи пушарсем ăшă приборĕсене асăрхавсăр хăварнинчен тухнине каларĕ. Пурлăха страхлассине тĕпе хывма ыйтрĕ. Иртнĕ çул район территорийĕнче тухнă 53 пушартан 3 тĕслĕхĕнче кăна пÿрт-çурта страхланине, патшалăх енчен пулăшу илме май килнине пĕлтерчĕ.

Кунашкал тĕлпулусем çывăх вăхăтра кашни ял тăрăхĕнчех иртмелле. Чуна канăçсăрлантаракан ыйтусем пулсан, ку тĕлпулусенчен ан юлăр.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика