«Омикрон» мĕнпе хăратать?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2022, 08:52 Просмотров: 498

Коронавирусăн «омикрон» штамĕ пуç пулса тăчĕ, ăна çĕршывăн пур регионĕнче те тупса палăртнă. Нумайăшĕ, уйрăмах ковидран вакцинациленнисем, чире çăмăлраххăн е пачах та симптомсăр ирттереççĕ. Выртса сипленекенсем те сахалтарах, пĕлтереççĕ специалистсем. «Омикрон» пирки урăх мĕн пĕлмелле-ха, унран мĕнле упранмалла – çакăн пирки район тĕп больницин тĕп врачĕпе Сергей Илюткинпа калаçатпăр.

– Сергей Владимирович, юлашки икĕ çулта коронавирусăн тем тĕрлĕ штамне те пĕлсе çитрĕмĕр% альфа, бета, гамма... «Дельта» хăрушă тесе хăратрĕç. Халĕ, ак, «омикрон». Вĕсем мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха?

– «Дельта» – пандеми вăхăтĕнче палăрнă чи «хаяр» штамм, вăл чирлисене ураран хытах ÿкерчĕ, вилекенсен шучĕ те пысăк пулчĕ. «Омикрон» лекнисем хушшинче вара больницăна выртса сипленекенсем сахалрах. «Дельтăпа» танлаштарсан реанимацие лекесси тăватă хут пĕчĕкрех. Çынсем вилесси 1 процент шайĕнче, «дельтăн» – 15.

Вирусăн Ухань варианчĕ çын организмне лексен чир паллисем 7–14 кун хушшинче кăна палăрнă. Пĕлтĕр кĕркунне пуç çĕкленĕ «дельта» икĕ хут хăвăртрах «пиçсе» çитсе сиенленĕ. «Омикрон» вара çынна тата та хăвăртрах ерет, ун паллисем тÿрех палăраççĕ.

Чи хăрушши – енчен сире «омикронăн» вирусĕ лекрĕ-тĕк, эсир малтанхи пек ыттисене икĕ эрнерен (классика ковичĕ), 3–4 кунтан («дельта») мар, темиçе сехетренех ертме пултаратăр.

– Специалистсем «омикрон» никама та тиркеменнине, вăл шутра прививка тутарнисене те, палăртаççĕ...

– Чăнах та, «омикрон» çиелтен пăхсан кăна хăрушсăртарах пек туйăнать. Вăл иммунитета хăвăртрах хавшатать. Ковидпа чирлесе ирттернисенчен ку штамм 15–20 процентне лекме пултарать (ытти штамсемпе – 1–2%). «Дельтăпа» танлаштарсан, тепĕр хут чирлесси 7 хут пысăкрах.

«Омикрон» прививка тутарнисене те ерме пултарать. Анчах вĕсем çĕнĕ штама çăмăлраххăн чăтса ирттерĕç.

Ку штамм диабетиксемшĕн йывăр. Артери гипертензийĕпе, пÿрери çитменлĕхсемпе, вăрах чирсемпе аптăракансемшĕн хăрушă.

Коронавирусăн пĕрремĕш «хумĕ» уйрăмах ватăсене лекрĕ, кашни çĕнĕ «вучахпа» вăл çамрăкланса пычĕ. Паян вара «омикрон» ытларах ачасене ерет.

– «Омикрон» прививка тунисене те ерет пулсан, вакцинациленни, ревакцинациленни кирлех-и?

– Çапла, вакцинаци чиртен çĕр проценчĕпех çăлмасть. Апла пулин те вăл чир йывăррăн иртессинчен хÿтĕлет. Ку «омикрона» кăна мар, ытти штамсене те пырса тивет.

– Чир ерессинчен паян мĕнле хÿтĕленмелле-ха?

– Паянхи чи лайăх мел – харпăр хăйне изоляцилеме тăрăшни. Паллах, кун пек кашнинчех тума май çук – çынсем ĕçе, вĕренĕве çÿреççĕ, обществăлла транспорт çине ларма тивет. Чи кирлине манас çук% социаллă дистанцие пăхăнмалла, çын нумай çÿрекен вырăнтан пăрăнмалла, маска тăхăнмалла, дезинфекци хатĕрĕсемпе усă курмалла, гигиенăна пăхăнмалла.

– Енчен те чир çаклатрăн-тăк, медиксене хăçан чĕнмелле?

– «Омикронăн» симптомĕсем пĕр пăхсан ОРВИ пекех. Сăмса юхсан, пыр ыратсан е хĕртсен эмелсем, ăшă шыв нумай ĕçмелле, бульон тата ытти «çăмăл» çимĕçе çимелле. Анчах та манас çук% «омикрон» ахаль шăнса пăсăлни мар, харпăр-хăйне япăх туйсан тăхтаса тăмасăр тухтăр патне каймалла. Ахаль чухне те сывлама йывăр пулсан, температурăна 38 градусран чакарма май килмест пулсан, хусканусем урăхлансан, пĕрмаях çывăрас килсен, шухăшсем пăтрансан, пуç çаврăнсан, çăвар типсен, чĕре сиксен, тула час каяймасан, сатураци тăтăш 94 процентран пĕчĕк пулсан тÿрех медиксене чĕнмелле.

Харпăр-хăйне сипленĕ чухне антибиотик ĕçмелле мар, мĕншĕн тесен вăл ку вируса нимĕнле витĕм те кÿмест, малашлăхра вара организм хăнăхнипе çынна усă пама пăрахать. Çавăн пекех тухтăр çырса памасăр стероидлă гормонсене тата юна шĕветекен препаратсене ĕçмелле мар.

Пыр ыратсан таблетка ĕмме е анестетиклă спрейпа сирпĕтме, пыра чÿхеме юрать. Тăвар шывĕпе, ятарлă тумламсемпе сăмсана тасатмалла.

– Ку штама çын çăмăлраххăн чирлесе ирттерет тетĕр. Нивушлĕ вăл организмра нимĕнле сиен те кÿмест, витĕмне те хăвармасть?

– Паллах, чир пĕр йĕрсĕр иртмест. Вăл нерв тытăмне сиенлет, тромбоз пулма, ÿпке ĕçне йывăрлатма пултарать.

– Район тĕп больницинче лару-тăрăва стабилизацилеме мĕнле мерăсем йышăннă-ха?

– Чирлекенсен шучĕ ÿснипе мĕнпур çĕрти пекех поликлиника та, пĕтĕмĕшле практика врачĕсен уйрăмĕсем те çичĕ кунлă графикпа ĕçлеççĕ. Ĕç кунĕсенче – 8–20 сехетсенче, шăматкун – 8-тан 19 сехетчен, вырсарникун – 8-тан 13 сехетчен. Ковидран сиплемелли эмелсем пур. Кашни пациента чир тапхăрне кура препарата урăхла çырса параççĕ, çакна врач хăй палăртать.

Районти больницăра çавăн пекех колл-центрăн «вĕри линийĕ» ĕçлет. Телефонĕ 89373723774. Унта çынсем ОРВИ паллисем пулсан шăнкăравлама пултараççĕ. Ĕç кунĕсенче – 8 сехетрен тытăнса 20 сехетчен, шăматкун – 8–19 сехетсенче, вырсарникун – 8-тан 13 сехетчен.

– Профилактика енĕпе мĕнлерех ĕçсем пурнăçланаççĕ-ха тата?

– Халăх хушшинче ОРВИе, коронавирус инфекцине асăрхаттарас, вакцинопрофилактикăн уссине тата кирлĕлĕхне кăтартас енĕпе, вăл шутра массăллă информаци хатĕрĕсем урлă та, ăнлантару ĕçĕсем анлă сарăлнă. Ковид, грипп, ОРВИ, пневмони чухне пулăшу парасси пирки семинар занятийĕсем иртеççĕ.

Ялсенче те ĕç анлă пырать. ФАП фельдшерĕсем те çынсемпе калаçусем ирттереççĕ. Районти кашни фельдшерпа акушер пунктĕнче, пĕтĕмпе 37, Раççей Минздравĕ ковид тата респираторлă вирус инфекцийĕ ерсен харпăр-хăйне мĕнлерех утăмсем тăвас пирки кăларнă памяткăсене çакнă. Вĕсемпе кашниех паллашма пултарать.

– Вакцинаци тĕлĕшпе районта лару-тăру еплерех-ши тата?

– Февралĕн 2-мĕшĕ тĕлне районти 10 пин те 504 çын коронавирус инфекцийĕнчен прививка тутарнă. Ку вăл планпа пăхнин 46,5 проценчĕ. Пĕрремĕш компонентпа 11108 çын хÿтĕленнĕ. Ревакцинаци тутарнисем – 2970-ĕн.

Çак кун тĕлне больницăра «Спутник V» (ГамКовидВак), «ЭпиВакКорона», КовиВак», «Спутник Лайт» вакцинăсем пур.

Ватă çынсем унчченхиллех «риск» ушкăнĕнче. Хальлĕхе районта 60 çултан аслисене 3486 çынна е 57 процентне çеç вакцинациленĕ. Пĕтĕмпе вара кăтарту 90 процент пулмалла.

«Омикрон», каларăм ĕнтĕ, ачасене уйрăмах айăплать. Вĕсене иммунизацилени те питĕ пĕлтерĕшлĕ. 12–17 çултисене валли «Гам-Ковид-Вак-М», «Спутник М» дозăсем пур.

Вакцинациленни паян – чи тĕрĕс утăм. Ку хăвăршăн, çывăх çыннăрсемшĕн аван! Сывă пулăр! Харпăр-хăйне упрăр!

– Калаçушăн тав!

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика