«Омикрон» пирки çичĕ ыйту

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.02.2022, 09:07 Просмотров: 703

Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕ республикăра çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă эпидеми лару-тăрăвĕ сасартăк япăхланса кайни çинчен пĕлтерет. Чирлисем хушшинче 15–17, 18–23, 30–49, 50–64 çултисем тата 60-тан иртнисем нумайрах. Çавăн пекех пĕчĕк пациентсен хисепĕ те 4,6 хут ÿснĕ.

– «Омикрон» коронавирусăн ытти штамĕнчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

– Ку штамăн инкубаци тапхăрĕ кĕскерех. Малтанхи вариантпа танлаштарсан, çак вăхăт 2–5 куна тăсăлать.

«Омикрон» штамм «дельтăран» 7 хут хăвăртрах ерет. Асăрханмалла, инфекциллĕ çын талăкранах ыттисене чир ертме пултарать.

– Прививка туни тата коронавируспа чирлесе ирттерни «омикронран» хÿтĕлет-и?

– Калас пулать, вакцина яртарнисем те, ковидран сипленнисем те çĕнĕ штампа – «омикронпа» – инфекциленме пултараççĕ. Анчах вĕсен чир çăмăлрах иртет, ÿт температури кăштах ÿсет тата ОРВИ симптомĕсем сисĕнеççĕ.

– Çĕнĕ штамм ытларах мĕнле сарăлать?

– Паллах, сывлăх мĕнле шайра пулни пĕлтерĕшлĕ. Вакцинациленнисен тата ковида парăнтарнисен иммунитечĕ тÿрех çук. Шăпах çавăн пек çынсем хушшинче ытларах сарăлать.

– Чир-чĕре уйрăмах камсем сисĕмлĕ?

– Теветкеллĕх ушкăнĕнчисем, ватăсем, шала кайнă чирсемпе аптракансем. Çак вăхăта илсен, «омикрон» чылай ачана ернине регистрациленĕ.

– «Омикрона» мĕнле те пулин тасатса сиенсĕрлетме пулать-и?

– Тавралăхри, япаласем çинчи вируса дезинфекци хатĕрĕсемпе сапса пĕтереççĕ.

Ку инфекци мĕнле ерет? Унăн хăйнеевĕрлĕ паллăсем пур-и?

– «Омикрон» ытти штамм пекех сывлăш-тумлам урлă куçать. Чирлĕ çыннăн сăмси-çăварĕнчен тухнă инфекциллĕ шĕвек ыттисен лăймака витĕмне лексен чир пуçарать.

– «Омикрона» ертес хăрушлăх ăçта пысăкрах?

– Вăл питĕ хăвăрт ерекен инфекци. Çавăнпа çынсем йышлă пухăннă пÿлĕмсенче ковид çаклатас хăрушлăх пысăкрах.

Роспотребнадзор асилтерет, сывлăха упрас тесен ансат правилăсене пăхăнмалла, алăсене çумалла, маска тăхăнмалла, антисептиксемпе усă курмалла, дистанцие пăхăнмалла, çынсем кĕпĕрленсе тăнă вырăнтан пăрăнса çÿремелле.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика