Çĕнелнĕ музей йыхравĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2022, 15:01 Просмотров: 356

Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа нумаях пулмасть Шупашкарта Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă Василий Иванович Чапаевăн юбилейне паллă турĕç. Çак уява район делегацийĕ те хастар хутшăнчĕ.

Малтанах В.И.Чапаев палăкĕ умĕнче митинг ирттерчĕç, чĕрĕ чечексен кăшăлне хучĕç. Кашниех чăваш халăх историйĕнчи самантсене аса илчĕ. Паллă полководеца пысăка хурса хаклани хăнасене питĕ килĕшрĕ.

Виçĕ çула пынă юсав ĕçĕсем хыççăн музей хăй алăкĕсене яриех уçса ячĕ. Вăл çав тери чаплă материалсемпе пуянланнă. Музей ĕçченĕсем те хаклă хăнасене ырă та ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç.

Уява питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Василий Иванович çинчен тĕрлĕ енлĕн каласа кăтартрĕç, унăн ачалăхне, çемйине аса илчĕç.

Граждан вăрçин легендарлă геройĕн пурнăçĕпе çарти паттăрлăхĕ нумай-нумай çамрăка хавхалантарнă, хавхалантарать те.

Чăваш халăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăлне нихăçан та манмасть. Раççей çĕршывĕнче хуласем, ялсем, урамсем, Шупашкар хулинче завод Василий Чапаев ячĕпе хисепленсе тăраççĕ, ăна халалласа палăксем уçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине унăн ячĕпе хисепленсе тăракан дивизи те хастар хутшăннă. Вăрçă хыççăн çак дивизие чăвашсен чи пултаруллă та маттур яшĕсене çеç комсомол путевкипе янă. Хальхи вăхăтра Василий Чапаев ячĕллĕ Тинĕс-çар пехотин чаçĕ пур.

Çак тĕлпулура пысăк награда илекенсем те пулчĕç. Вăрнар районĕнчи Раççей ветеранĕсен союзĕн ертÿçине, виçĕ кĕнеке – «Служили в космодромах» (2017), «Герои наших дней» (2019) тата «Справочник по пчеловодству» (2020) – авторне Николай Васильева ачасен чун-чĕринче паттăрлăх туйăмĕсене аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хунăшăн РФ Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ветеранĕсен Раççейри Союзĕн наградипе – Хисеп паллипе – чысларĕç.

Вячеслав Алексеев,

Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн председателĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика