Оперштаб мĕн калать?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2022, 15:02 Просмотров: 364

Юлашки икĕ эрне хыççăн тунтикун тĕлнехи талăкра çынсем ковидпа чирленин кăтартăвĕсем кăшт чакни палăрчĕ. Çакă чунсенче пĕчĕк шанăç çуратрĕ – тен, коронавирус пирĕнтен хăпса пырать?..

Анчах савăнма, лăпланма иртерех-ха – çакна районта виçĕмкун иртнĕ Оперштаб ларăвĕ çирĕплетсе пачĕ. Район тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин канмалли кунсенче тата 21 çыннăнне ковид тупса палăртнине, 56 çыннăнне ОРВИ пуррине çирĕплетнине пĕлтерчĕ. Сиплевре пĕтĕмпе 298 çын.

Февралĕн 1–10-мĕшĕсенче районта пурăнакан 1877 çын ПЦР-тест панă, вĕсенчен 555-шĕн ковид палăрнă. Ачасен – 138.

Пандеми пуçланнăранпа пĕтĕмпе COVID-19 чире палăртма 31 пин те 703 проба илнĕ. Ку – районта пурăнакан халăх йышĕпе пĕр пекрех!

Больница койки çине лекекенсен, чире уйрăмах йывăр ирттерекенсен 95 проценчĕ ковидран прививка тутарман.

Медицина ĕçченĕсем йышлăн (тунтикун тĕлне 50-ăн) чирлени те йывăрлăхсем кăларса тăратать. ПЦР-тестсене вырăна çитерме алăсем çителĕксĕр.

«Ку енĕпе волонтерсен пулăшăвĕ пĕлтерĕшлĕ»,– терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, предприяти-организаци-пĕрлешÿсене ырă ĕçе хутшăнма йыхравласа.

Вăл чир хăрушлăхĕ унчченхиллех пысăк пулнине аса илтерчĕ, çавăнпа та Оперштаб ларăвне хутшăннисене вакцинаци тĕлĕшпе ăнлантару ĕçĕсем ытларах ирттермеллине каларĕ.

Паян ковидран прививка тутарма условисем туса панă. Ялсенче пурăнаканасен дозăна вырăнтах яртарма май пур. Мобильлĕ ушкăн графикпа ялсене тăтăшах тухса çÿрет.

Тунтикун тĕлне вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе 11215 çын (62 %) прививка тутарнă.

Ачасем уйрăм тимлĕхре. Вĕсем хушшинче чирлекенсем чылаййăн пулни вĕренĕве икĕ эрнелĕхе дистанци мелĕ çине куçарма хистерĕ. Вăрнар районĕнче кунашкал сакăр шкул ĕçлерĕç. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов вĕренекенсем хушшинче чирлесси чакнине пĕлтерчĕ.

Енчен те маларах, Вăрнар шкулĕсемпе илсен, ОРВИпе 170–180-ăн чирленĕ пулсан, халĕ 1-мĕш шкулта 19, 2-мĕшĕнче 13 ача чирлеççĕ.

Ковида илес пулсан, тунтикун тĕлне унпа чирленисем пилĕк шкулта пур% Вăрнарти 1-мĕш шкулта – 9, 2-мĕшĕнче – 11, Пăртасра –1, Ярмушкара – 1, Калининăра – 4.

Андрей Тихонов дистанцилле вĕренÿ чир тăрук сарăлассин çулне аванах пÿлнине палăртрĕ.

Лару-тăрăва шута илсе Оперштаб тивĕçлĕ йышăнусем турĕ.

Ĕнертен районти шкул ачисене пур ÿсĕмре те дистанцилле форматран кăларчĕç.

Енчен те классенче ачасем чирлесси 20 процентран иртсен, вĕсем дистанцилле вĕренÿ çине куçĕç.

Хушма пĕлÿ учрежденийĕсем, секцисемпе кружоксем унчченхи режимпах ĕçлеме тытăнчĕç.

Массăллă мероприятисем унчченхиллех уйрăм хушуччен чарура.

Мобильлĕ ушкăнсем маска режимне, санитарипе эпидемиологи правилисене епле пăхăннине тĕрĕслесси тăсăлать.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче, çын усă куракан вырăнсенче, нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсенче дезинфекци ĕçĕсем ирттерĕç.    

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика