Пуçа усмарăмăр, çĕнтертĕмĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2022, 09:00 Просмотров: 280

Кашни çыннăн хăйĕн Тăван çĕршывĕ пур. Тăван кĕтес пуриншĕн те питĕ хаклă: кунта унăн ашшĕ-амăшĕ, килĕ, шкулти туссем...

Эпĕ Çĕрпел ялĕнче çуралнă. Тăван яла питĕ юрататăп. Пĕрре пăхсан, ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть пек вăл, анчах çакăнпа килĕшместĕп. Ялта икĕ хутлă шкул, культура керменĕ, Астăвăм паркĕ пур. Шкул умĕнче Ленин палăкне курма пулать. Сарлака урамсем тăрăх машинăсем чупаççĕ, çырма хĕрринчи патвар йывăçсем çырана сыхлаççĕ. Маншăн вара чи мухтанмалли – вырăнти клубри галерея.

Интернетри материалпа паллашсан çакна пĕлтĕм: 1976 çулта СССР Художниксен союзĕн правленийĕн йышăнăвĕпе Çĕрпеле «Сельские зори» художниксен ушкăнĕ килнĕ. Ăна Чăваш Республикин халăх ÿнерçи Николай Прокопьевич Карачарсков ертсе пынă. Художниксем производствăра малта пыракансен, Граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисен ветеранĕсен портречĕсене çырнă, ытти картинăсене те ÿкернĕ. Кайран хăйсен ĕçĕсене яла парнелесе хăварнă. Çапла 1980 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Çар мухтавĕ» галерея уçăлнă. Кунта 92 вăрçă ветеранĕн тата 42 ĕç ветеранĕн сăнĕсем вырăн тупнă.

Манăн мăнаккан портречĕ те пур галерейăра. Ун айĕнче çапла çырнă: «Никитина Клавдия Никитична. 1980 г. Художник Н.Карачарсков».

Пĕчĕкрех чухне эпир клубри библиотекăна час-часах çÿреттĕмĕр, картинăсенче хамăр паллакансене шыраттăмăр. Мăнакка портречĕ унта пулнишĕн савăнаттăм, анчах мĕншĕн унăн сăнĕ галерейăра вырăн тупнине эпĕ ун чухне пĕлмен.

Атте Виктор Галкин каланă тăрăх, асаттен аппăшĕ Клавдия Никитична Никитина 1919 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çĕрпелте хресчен çемйинче çуралнă. 1934 çулта ялти çичĕ класлă шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Мĕн пĕчĕкрен аслисемпе тан вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăхра вăй хунă. 17 çул тултарсан Вăрнарти трактористсен курсĕсенчен вĕренсе тухнă. Трактор рулĕ умне ларнă. Çав «хурçă ута» итлеттерме вăй тупнă. Ял çыннисемпе мăнакка питĕ вашават пулнă, нихăçан та никама та сив сăмах каласа кÿрентермен. Çавăнпа ăна хисепленĕ, сума сунă, шаннă. Клавдия Никитична Никитина вăрçă çулĕсенче ял Совет председателĕнче тăрăшнă.  

Хаяр вăрçă кашни çемьене инкек илсе килнĕ: вăйпиттисем алла пăшал тытнă, тылри хĕрарăмсемпе ачасем çине асаплă ĕç тиеннĕ. «Пирĕн республикăри вăйпитти колхозниксен пысăк пайне вăрçăн малтанхи уйăхĕсенчех фронта илнĕ. Çав шутра колхоз председателĕсен 70 проценчĕ, бригадирсен 80 проценчĕ, трактористсемпе комбайнерсем çурри ытла тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Вĕсем вырăнне хĕрарăмсем йышлăн тăнă. 1942 çулхи çуракине тухнă трактористсен йышĕнче вĕсем çуррине яхăн пулнă. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче лаша, трактор, автомашина шучĕ чакнă – фронта янă. ,ç калăпăшĕ вара сахалланман – ÿснĕ. Ку ĕнтĕ Çĕрпелти Ленин ячĕллĕ колхоза та тÿрремĕнех пырса тивнĕ». (Василий Марков. «Тăван Çĕрпелĕм – чун çути» кĕнекерен).

Сельсоветра ĕçленĕ май мăнакка мĕн чухлĕ хуйхă курман-ши? Ял çыннисене вăрçа кайма чĕнекен хутсене чунне хытарса тыттарнă. Чи йывăрри вара – вилни çинчен пĕлтерни. Мĕнле кайса каламалла тăванĕсене? Чăн та, мĕн тери чăтăмлăх кирлĕ. Çавăнпа та мăнакка çынсене йăпатма, лăплантарма, пулăшма яланах вăхăт тупнă. Унăн ĕçĕ питĕ йывăр пулнă. Мĕн виличчен çав вăхăта куççуль витĕр аса илетчĕ, тет атте.

1944 çултан пуçласа 1946 çулччен Клавдия Никитичнăн каллех трактор рулĕ умне ларма тивнĕ, районти çĕрсене суха тунă. Атте каланă тăрăх, Клавди аккăшĕ çапла аса илнĕ: «Эпĕ анчах çакăн пек хастар ĕçлемен, ялти çынсем пурте тăрăшнă. Вăрçă часрах пĕттĕр тесе шутланă. Халăх кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пекех тар тăкнă. Унăн хастарлăхĕ уй-хир ĕçĕнче те, фермăсенче выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте те палăрнă. Çамрăк хĕрсем çуркунне сухаланă, кĕркунне тухăçне пуçтарнă. Пĕтĕмпех чăтса ирттернĕ: йывăрлăхĕсене те, çывăх çынсене çухатнине те. Çапах та эпир парăнмарăмăр, пуçа усмарăмăр, Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илтĕмĕр».  

Çу кунĕсенче уя тухман çын юлман. Пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсем те килте ларман. Пепкисене те пĕрле илнĕ. Киле таврăнсан та ларса канма вăхăт çук: ачисене апат пĕçерсе çитермелле, выльăх-чĕрлĕхне пăхма манмалла мар, кĕпе-йĕмне те çумалла. Ăçтан вăй çитернĕ-ши? Çав вăхăтрах сÿс, çăм арланă, пир тĕртнĕ, чăлха-нуски çыхнă, кĕпе-тумтир çĕленĕ. Пирĕн ял çыннисем те окоп чавнă, хÿтлĕх чиккисем тума хутшăннă, вăрман касса турттарнă. Пĕтĕм çĕршыври пекех çĕрпелсем фронта ăшă тумтир ярса панă, çар техники тума укçа-тенкĕ хывнă. Клавди акка хăй окопсем чавма кайман, унăн çынсене тупса яма тивнĕ. Сăр тăрăхĕнче хÿтĕлев чиккисен строительствине манăн тепĕр мăнакка хутшăннă: Клавди аккан йăмăкĕ. Ăна Александра Никитична Никитина тесе чĕннĕ. Вăл Çĕрпелте 1922 çулхи августăн 19-мĕшĕнче çуралнă. Сăр тăрăхне кайнă чухне 19 çулти хĕр пулнă. «Çанталăк 40 градусран та сивĕрехчĕ, çил шăмшак витĕр тухатчĕ. Окоп чавма çăмăл марччĕ. Ăшă тум çитместчĕ. Киле килсен аттен ваткăллă шăлаварне илсе кайрăм. Япаласене çусан типĕтме май çукчĕ, çавăнпа нÿрĕллех çие тăхăнма тиветчĕ», – аса илнĕ мăнакка.

Пурте вĕсем пысăк чыс-хисепе тивĕçнĕ. 1945 çулта Çĕрпел колхозĕн 336 членне, вĕсен шутĕнче 90 арçын, 246 хĕрарăм, «1941–1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă.

Ăна пирĕн мăнакка та тивĕçнĕ. Вăл яланах малти ретре пынă, çакна унăн Хисеп хучĕсем, медалĕсемпе орденĕсем çирĕплетеççĕ. Пĕр медалĕ çине вырăсла: «Тридцать лет Победы в Великой Отечественной войне 1941–1945 гг. Участнику трудового фронта», – тесе çырнă.

Вăрçă пĕтсен Клавди мăнакка махорка ÿстернĕ çĕрте тăрăшнă, унта звеньевой пулнă. Мĕн ватăличчен колхозра вăй хунă. Мĕнле маттур пулнă вăл! Унпа мухтанатăп, унран тĕслĕх илетĕп.

2021 çул Чăваш енре Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулчĕ. Пысăк строительствăна Чăваш енри ĕçлеме пултаракан çынсен 1/3 пайне янă. Кунсерен, шартлама сивве пăхмасăр, окопсемпе траншейăсем чавма пиншер çын тухнă. Шăннă çĕре лумпа, кĕреçепе, ал вĕççĕн чавнă. ,ç вăхăчĕ 15 сехете, тепĕр чухне ытларах та тăсăлнă. Канмалли кун пулман.

Çапла, 1941 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи кăрлаччен чăвашсем 380 çухрăм тăршшĕ çырма чавнă, пилĕк миллион кубла метра яхăн тăпра кăларнă.

Юнлă вăрçă хыçа юлнă пулин те Сăр тăрăхĕпе иртекен хÿтĕлев чиккин историне, чăваш халăхĕн паттăрлăхне, тылри хĕрарăмсен, ачасен асапне, салтаксен хăюлăхне кашни çыннăн пĕлмелле тесе шутлатăп эпĕ. Пурте вĕсем Çĕнтерĕве çывхартнă.

Елизавета ГАЛКИНА,

Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта

10-мĕш «б» класра вĕренекен.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика