Иккĕшĕн те «ылтăн»!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2022, 09:01 Просмотров: 296

Район спортсменĕсем çÿллĕрех те çÿллĕрех пьедесталсене çĕннине палăртма питĕ кăмăллă.

Акă, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем пур ăмăртуран та тенĕ пек медальсемпе таврăнаççĕ. Хальхинче Вăрнарти Кирилл Андреевпа Хурăнсур Çармăс хĕрне Екатерина Тихонована саламламалла. Вĕсем Чăваш ен пĕрлештернĕ команди йышĕпе Атăлçи федераци округĕн первенствин çĕнтерÿçисем пулса тăнă.

Пирĕн ентешсем ылтăн медальсене тивĕçнĕ çеç мар, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне те пурнăçланă.

– Кирилпа Катя – иккĕшĕ те маттур спортсменсем. Спорт шкулĕнче пĕчĕкрен ăсталăха туптани çимĕçне паратех çав. Пирĕн воспитанниксем нумай ăмăртура палăраççĕ. Вĕсене хутшăнни вара ăсталăха ÿстерме пулăшать, – терĕ Юрий Григорьевич Львов тренер.

Юнкун Патăрьелĕнче иртнĕ республика турнирĕнче те пирĕн çĕнтерÿçĕ пур. Унта хутшăннă виçĕ спортсменран Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Савелий Иванов хăйĕн виçе категорийĕнче чемпион пулса тăнă.

Умра сумлă турнирсем чылай. Районта та, акă, кĕçех йăлана кĕнĕ «Порт «Коломна» гендиректорĕн В.Алексеевăн парнисемшĕн пысăк ăмăрту пулмалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика