Антителасем пур – сертификата тивĕçетĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2022, 09:02 Просмотров: 322

Пурнăçа çĕнĕ улшăнусем кĕрсех пыраççĕ. Акă, хальхи вăхăтра коронавируспа чирленĕ хыççăн ятарлă сертификата тивĕçетĕн.

Ку анчах мар. Юн анализĕ хыççăн антителасем палăрсан та QR-код илме пулать. Çапла майпа сертификата «коронавирус» диагнозĕ çук пациентсем тата прививка тутарманнисем илееççĕ.

Чăваш ен правительствин вице-премьерĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов çирĕплетнĕ тăрăх, анализа республикăри 16 медицина лабораторийĕнче тăваççĕ. Паллах ĕнтĕ, куншăн укçа тÿлемелле. Нухратне харпăр хăй кĕсйинчен кăларма тивет. Патшалăх укçа уйăрмасть.

– COVID-сертификатсăр пысăк суту-илÿ çурчĕсене кĕме çукчĕ. Çĕнĕлĕхсене пула лару-тăру улшăнчĕ, – пĕлтерчĕ Вăрнар хĕрĕ Анна, Шупашкарта тĕпленнĕскер. – Анализ панă хыççăн манăн антителасем пурри çирĕпленчĕ. Даннăйсем Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталне тепĕр куннех килчĕç. «Сертификат йĕркеле» функци пулăшнипе хăвăртах QR-кодлă документа илтĕм.

Сертификата пĕр хутчен кăна параççĕ, ăна малалла тăсмаççĕ. Вăл 6 уйăхран хăйĕн вăйне çухатать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика