Герой парттине уçнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.03.2022, 09:00 Просмотров: 1024

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Калининăри вăтам шкулта пысăк мероприяти иртнĕ – Илья Павлович Прокопьев ячĕпе хисепленекен Герой парттине уçнă.

Мероприятие ятлă-сумлă хăнасем çитнĕ: çар наукисен докторĕ, профессорĕ, РФ аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Николаев, «Сыны Отечества» обществăлла организацин офицерĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, Илья Прокопьевăн хĕрĕпе ывăлĕ – Ирина Ильинична тата Владимир Ильич.

5-мĕш класс ертÿçи Галина Ласкина палăртнă тăрăх, Калинино шкулĕ Пĕтĕм Раççейри «Герой партти» вĕрентÿ проектне хутшăнать. Унăн тĕллевĕ – çамрăк ăрăва вырăнти шкулта ăс-тăн пухнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин терт-нушине курнă, вутпа çулăм витĕр тухнă, хăйĕн тивĕçне яваплă ĕçсенче яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă   ентешĕмĕр Илья Прокопьев пирки асилтересси. Унăн пархатарлă кун-çулĕ пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăмалла.

Герой партти 5-мĕш класра пулĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура Иван Николаев полковник, Илья Павловичăн хĕрĕпе ывăлĕ тата класс командирĕ Илья Гаврилов уçнă. Пиллĕкмĕшсене кадета илнĕ. Вĕсем вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыма, дисциплинăна çирĕп пăхăнма, Тăван çĕршывăн патриочĕсем пулма тупа тунă. Кадетсем Валерий Кошкин поэтăн Илья Прокопьева халалланă сăввисене вуланă. Юрă юрланă. Герой партти хушшинче ларма класс командирĕ Илья Гаврилов тивĕçнĕ.

Мероприятире Илья Прокопьевăн ачисем те сăмах илнĕ. Вĕсем ашшĕ сăпайлă, тĕрĕслĕхе юратакан çын пулнине, тăван Чăваш ен ырлăхĕшĕн нумай вăй хунине çирĕплетнĕ. Кадет класне ашшĕн портретне тата Герой пурăннă тĕп килĕн сăнÿкерчĕкне парнеленĕ.

Андрей Тихонов патриотизм темипе çыхăннă мероприятисем çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пулăшнине, тăван район, республика аталанăвне сумлă тÿпе хывнă ентешсемпе мăнаçланма вĕрентнине палăртнă.

Иртнĕ эрнекун кадетсем ĕç ветеранĕсемпе тĕл пулнă. Аслă ăрурисем Илья Павлович çинчен каласа кăтартнă, Геройпа пĕрле ĕçленĕ вăхăтсене аса илнĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика