Ялтах пурăнма килĕшет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.03.2022, 09:01 Просмотров: 493

Сăмах Шалти Пăртасра пурăнакан Анастасия Воронова пирки пулĕ. Нарăс уйăхĕнче вăл 89 çул тултарчĕ. «90 çула çитесчĕ-ха. Ковид иртсе кайĕ, юбилее тăвансемпе çывăх çынсене пухса ирттересшĕн Галя хĕрĕм», – тет Анастасия Филипповна.

Галя – Шупашкарта пурăнакан кĕçĕн хĕрĕ, Мускава ĕçлеме çÿрет, вахтăран таврăнсан кашнинчех ялта амăшĕ патĕнче пулать. Ытти чухне те пурнăçĕпе, сывлăхĕпе интересленсех тăрать. Галя ăна Шупашкара пурăнма илсе каясшăн. Анчах та Анастасия Филипповна хирĕç. «Мана ялта ытларах килĕшет, хулара тăватă стена хушшинче ларма тивет. Кÿршĕсем те, Гальăн ялти тусĕсем те ман пата килсех тăраççĕ. Мăнуксем те манмаççĕ, уйрăмах çуллахи кунсенче час-часах килеççĕ. Сывлăш та таса. Шыва çăлтан алăпа ăсмастăп, насус кăларать. Пÿртре газ çунать, кăмака хутас хуйăх çук. Тата ялти тус-пĕлĕшсем те хулана куçас шухăша ырламаççĕ. Ура утнă чухне ялтах пурăнам-ха», – тет.

Ăна ялти пур çын та, вĕтĕр-шакăрсăр пуçне, хĕр чухнехи пекех «Наçка» тесе чĕнет. Унăн кÿрши пулнă май, вăл тепĕр çамрăкран та йăрăрах пулнине çирĕплетсех калатăп. Çăва тухсан пахчари е анкартинчи ĕçсене вăл кашни çулах пуринчен малтан тăвать. Пахчаçимĕç акнă тапхăрта эпĕ йăран анчах чаватăп, Наçка лартса пĕтернĕ. Çынсем никам та анкартине тухман-ха, вăл анине чавса çĕрулми лартса та пăрахнă. Утă çулнă вăхăтра та, эпĕ çава-кĕрепле хатĕрлетĕп, Наçка анкартине çултарса, типĕтсе купасем тунă. Çĕрулми кăларнă чухне те çавах. Хĕлле те алăк умĕнчи юра хырса çулăкпах шăлса тасатать. Çуркунне çитеспе шыв юххи валли урамри 30 метр канава кÿршĕсенчен малтан чавса хурать. Çавăн пек çивĕч çын вăл, Наçка.

Унăн тепĕр лайăх енĕ пур – эпĕ ăна нихăçан та черкке тытнине, ÿсĕр мар, хĕрĕнкĕ пулнине те курман. Шел, аслă хĕрĕ Лиза тахçанах çук, мăшăрĕ ир вилнĕшĕн хуйхăрчĕ, ахăртнех. 1992 çул мăшăрне те юлашки çула ăсатрĕ.

Паян вăл Шалтикасра пуринчен асли. Вăрçă ачи. Çавăнпа пурнăçĕ те тумхахлăрах иртнĕ. Вăрçă çулĕсенче ытти ачасемпе пĕрле вăй çитнĕ таран колхозра тăрăшнă. 15 çулта Çарăклăри леспромхоз Машавăша çул тунă çĕрте ĕçленĕ. 1948 çулхи пушарта вĕсен пÿрчĕ те çуннă. Ун чухне Сурнарта 23 килтен 18-шĕ çунса кайнă. Çакăн çинчен «Çĕнтерÿ çулĕ» те 2019 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнчи номерĕнче çырнăччĕ.

Каярахпа мĕн пенсие тухиччен чукун çул юсавлăхне асăрхаса тăракан бригадăра вăй хунă, путеобходчица тивĕçĕсене пурнăçласа Çарăклăпа Вăрнар хушшинчи çичĕ çухрăмлă чукун çул участокне йывăр мăлатукпа ытти инструментсене кутамккаласа сахал мар утнă.

– Пĕр-пĕччен утаттăм, гайкăсене е костыль пăтисене хытараттăм. Ун чухне шпалсем хальхи пек бетонран марччĕ те, костыль пăтисем часах пушанатчĕç. Каçкÿлĕм утнисем те пулнă, хăрама та пĕлмен, яваплăха туйса вăй хунă. Качча тухсан икĕ хĕр çуратрăм, вĕсене ÿстерме апай пулăшрĕ, вăл пулман-тăк чукун çул çинче ĕçлейместĕмччĕ те пуль. Ун чухне хальхи пек ачапа виçĕ çул таран лартман, çуратсан 56 кунтанах ĕçе тухнă, – аса илет ветеран. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура.

– Тавах ял-йыша, хĕрĕмĕн тусне Галя Чекушкинапа унăн мăшăрне Михайлов Севкана, кÿршĕри Лида Журавлева çемйине мана асăрхасах тăнăшăн, – тет Анастасия Филипповна.

Вăл çывăхра пурăнакан ял-йышшăн хисеплĕ кÿршĕ, хĕрĕпе кĕрÿшĕшĕн тава тивĕçлĕ амăшĕ тата хунямăшĕ, тăватă мăнукĕпе виçĕ кĕçĕн мăнукĕшĕн юратнă кукамăшĕ.

Геннадий ИВАНОВ.

Пăртас.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика