Ачасен кулли çунат хушать, ĕçлеме хавхалантарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.03.2022, 09:01 Просмотров: 600

Паянхи пурнăç çынсене пуренлĕ аталанма хистет. Уйрăмах ертÿçĕн ку енĕпе ытларах та ирттермелле, ĕç хастарлăхĕ, професси ăсталăхĕ çав тери пысăк шайра пулмалла.

Вăрнарти «Ручеек» ача сачĕн ертÿçине Ирина Эрнотовна Львована çак енĕпе тивĕçлипех мухтама пулать. Унра харăсах темиçе професси пĕрлешнĕ тейĕн: воспитатель те, учитель те, наставник та, психолог та, менеджер та, экономист та...

Кăçал вăл шкул çулĕчченхи вĕрентÿ тытăмĕнче тимлеме пуçланăранпа 30 çул çитет. Нумайăшĕ пĕлмест те пулĕ, малтанхи профессийĕпе Ирина Эрнотовна медицина ĕçченĕ. Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухсан Çĕрпÿ район тĕп больницинче тăрăшнă.

Педагогикăпа вара ăна Вăрнар туслаштарнă. Пирĕн район каччипе – Мăн Явăшри Юрий Львовпа – çемье çавăрсан. Мăшăрланăвăн пĕрремĕш çулĕсем шăпах 90-мĕш çулсемпе пĕр килнĕ. Специальноçпе райцентрта ĕç пулман. Çавна май Ирина Эрнотовна Вăрнарти 1-мĕш «Солнышко» ача садне вырнаçнă.

Ачасемпе ĕçлеме ăна малтанхи кунсенчех килĕшнĕ. Вăл ку енĕпе пĕлĕве тарăнлатма шутланă, Çĕмĕрлери педучилищĕре, Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренсе дипломсем илнĕ.

«Солнышкăра» малтанах воспитательте, унтан аслă воспитательте тăрăшса тимленĕ. Ĕçре туптаннă ăсталăха, пуçарулăха кура ăна кĕçех «Солнышко» ача сачĕн заведующине çирĕплетнĕ. Кунта тимленĕ çулсенче Ирина Эрнотовна хăй те, вăл ертсе пыракан ача сачĕ те Чăваш ен Пуçлăхĕн гранчĕсене тивĕçнĕччĕ. Кунта вăл 23 çул тăрăшнă. Халĕ ку учрежденире тимлекен коллективăн пĕр пайĕ ун «шкулĕнчен» тухнă теме те юрать.

2015 çулта поселокра çĕнĕ «Ручеек» ача сачĕн ертÿçи пулма ахальтен мар ĕнтĕ ăна, опытлă та пултаруллă çынна, суйласа илчĕç. Ирина Эрнотовна ĕçтешĕсен ретне хăй пекех маттур, ĕçчен, пысăк квалификациллĕ специалистсене пуçтарчĕ. Коллектив кĕске вăхăтра ырă ят çĕнсе илчĕ. Воспитательсем çулсеренех тĕрлĕ конкурссенче палăраççĕ. Воспитанникĕсем те вĕсенчен юлмаççĕ – тĕрлĕ конкурссенче çĕнтереççĕ.

Ирина Эрнотовна ачасене юратнăран, нумай çул вĕсемпе ĕçленĕренех пулĕ халĕ хăйне урăх профессире курмасть. «Кашни кун ачасен куллине курни, вĕсем куç умĕнче ÿссе-аталанса пыни мĕн тери савăнăç кÿрет. Çакна сăмахпа ăнлантарма çук. Ĕçтешсем ăнланса вăй хуни те хавхалантарса пырать. Çĕнĕ шухăшсем те капла çăмăлраххăн пурнăçланаççĕ», – тет вăл. Уншăн ача сачĕн ертÿçи должность çеç мар – пурнăç йĕрки.

Ку сферăра тимлеме, паллах, çав тери пысăк ăсталăх, ачасен, ашшĕ-амăшĕн шухăш-кăмăлне тарăннăн пĕлни кирлĕ. Ирина Эрнотовна кĕçĕн çулхисене ача садĕнчи пуçламăш пĕлÿ, аталану никĕсĕ мĕн пурнăç тăршшĕпе пулăшса пытăр тесе шутлать. Çавăнпа та вăл воспитательсене те самана таппинчен юлса пымасăр ÿсме-çĕкленме çулсем уçать.

Ача сачĕ паян пĕлтерĕшлĕ социаллă проектсене пурнăçа кĕртессипе анлă ĕçлет. Çитĕнекен ăрăвăн пĕлĕвĕпе пултарулăхне уçма тĕрлĕ енлĕ хушма занятисем йĕркеленĕ.

Унăн чĕри пуриншĕн те уçă. Вăл ĕçтешĕсене кăна мар, ашшĕ-амăшне те итлеме пĕлет, кирлĕ сĕнÿсем парать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăста йĕркелÿ ĕçĕшĕн илнĕ наградисем ун чылай. Вăл – Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Тĕрлĕ çулсенче илнĕ хаклав хучĕсем те нумай. Вăл шутра Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш рескомĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисем.

Мăшăрĕпе, Юрий Григорьевичпа, икĕ ывăла кун çути панă вĕсем. Сергейпа Роман иккĕшĕ те шкул çулĕсенче спортра пысăк çитĕнÿсем турĕç. Роман, ав, районтах тимлет. Ашшĕ пекех ирĕклĕ кĕрешÿ спорчĕн тренерĕ.

Ирина Эрнотовна Львова педагог пулмах çуралнă. Унăн ĕçри, хăйĕнчи ырă енсене нумай калама пулать. Чи кирли – унра çынлăх шайĕ пысăк пулни.

Çавăн пекех вăл суйлав тĕп комиссийĕн хастарĕ те. Политика мероприятийĕсем районта уççăн, тĕрĕс иртчĕр тесе пĕтĕм вăйне хывать.

Тăватă çул ытла ĕнтĕ вăл пĕр суйлав участокĕн председателĕнче ăнăçлă тăрăшать. Обществăлла ĕçре хастар.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика