Чир хăрушлăхĕ иртмен-ха

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2022, 13:35 Просмотров: 620

Юлашки кунсенче çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирлекенсен шучĕ çĕршывĕпе пĕтĕмĕшле чакать пулин те, ку амак иртрĕ тесе лăпланма çук-ха. Пурнăçран уйрăлакансен йышĕ темиçе эрне ĕнтĕ кашни талăкра 700 çынна яхăн.

Хамăр районта, акă, январьте 200 çыннăнне COVID-19 вируса тупса палăртнă. Пĕтĕмпе 3093 ПЦР-тест илнĕ.

Февральте теста 3719 çын панă, вĕсенчен 945-шĕн ковид тухнă, вăл шутра ачасен – 209.

Мартăн 1–9-мĕшĕсенче ПЦР-тест тунă 629 çынран 36-шĕн ковид пурри палăрнă.

Чир мĕнле иртессине пĕлме çук. Кам хăйне çăмăлраххăн туять, теприне вара ураран ÿкерет. Çавăнпа та прививка тутарнине нимĕн те çитмест.

Район тĕп больницинче вакцинăсем çителĕклех. Кăмăл пуррисем прививкăна поликлиникăра е Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн медицина пÿлĕмĕнче тутарма пултараççĕ. Ялсене унчченхиллех мобильлĕ бригада тухса çÿрет.

Мартăн 9-мĕшĕ тĕлне пĕрремĕш компонентпа 11339 çын (62,7:) прививка тутарнă. 60 çултан иртнисем планпа пăхнин 58,5 проценчĕ çеç вакцинациленнĕ.

Пандеми пуçланнăранпа районта коронавирус инфекцийĕпе 3557 çын чирленĕ. 3182-шĕ амбулатори сиплевĕ илнĕ, 375-шĕ стационарта сывалнă. Хальхи вăхăтра 72-ĕн медицина асăрхавĕнче. Ковидран пĕтĕмпе 101 çын вилнĕ.

Чир иртмен-ха. Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Указĕпе килĕшÿллĕн уйрăм хушуччен республикăра çынсем йышлă хутшăннипе массăллă мероприятисене (кану, спорт, курав, çутĕç, реклама тата ытти те) ирттерме чарнă.. Пур çĕрте те санитарипе эпидемиологи режимне пăхăнмалла, маскăсем тăхăнмалла, дезинфекци ĕçне вăйлатмалла. Хăвăра упрăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика