Улшăнусем кĕртме йышăнчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2018, 13:00 Просмотров: 414

Ытларикун депутатсен Вăрнар район Пухăвĕн черетлĕ 29-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи ыйтусем вуниккĕ, вĕсем бюджета улшăнусем кĕртессипе, муниципаллă пурлăхпа усă курассипе тата приватизацилессипе, хăш-пĕр ушкăнри граждансен ĕç тÿлевĕн йĕркине çирĕплетессипе, Вăрнар районĕн административлă комиссийĕн, тата район администрацийĕн тытăмне çирĕплетессипе тата ыттипе çыхăннă.

Тĕп ыйтупа – «Чăваш Республикин Вăрнар районĕн 2018, 2019–2020 çулсене палăртнă бюджечĕ çинчен» йышăнăва улшăнусем кĕртесси пирки финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова сăмах илчĕ. Депутатсен районти Пухăвĕ пĕлтĕрхи декабрĕн 11-мĕшĕнче йышăннă кăтартусен ылмашăвĕ, тĕпрен илсен, республика бюджетĕнчи улшăнусемпе сăлтавланнине пĕлтерчĕ.

Халĕ 2018 çул валли бюджетăн тĕп паллисене çакăн пек çирĕплетрĕç. Вăрнар район бюджетне кĕрекен пĕтĕмĕшле тупăш 548564598,11 тенкĕ пуласса прогнозлаççĕ. Çав шутра республикăран уйăракан тавăрса памалла мар поступленисем – 367143697,11 тенкĕ. Поселенисен тÿпи – 18691102,2 тенкĕ. Тăкаксен пĕтĕмĕшле виçине те 548564598,11 тенкĕ тесе йышăннă. Пĕтĕмĕшле цифрăсем улшăннă май, тупăшпа тăкаксен уйрăм ушкăнсенчи кăтартăвĕсем те ÿсни е чакни курăнать. Сăмах май, 2017 çулта бюджета пурнăçланин çулталăк отчетне пăхса тухассине апрелĕн 10-мĕшне палăртрĕç.

Çавăн пекех депутатсен районти Пухăвĕ Андрей Губанов пуçлăх РФ Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне тишкернине итлесе доклада йышăнчĕ. Унччен преступленисем тунăшăн айăпланнă, ниçта ĕçлемен, ĕçкĕпе аташакан çынсем, çула çитменнисем хушшинче профилактикăна вăйлатма сĕнÿ пулчĕ. Поселенисем çумĕнчи профилактика канашĕсене уйăхсерен пухмаллине, ларусенче çивĕч ыйтусене, вырăнти преступность шайне пĕрмаях тишкермеллине каларĕç.

Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Светлана Войтенко Вăрнар районĕн Обществăлла канашне йĕркелемелли положенипе паллаштарчĕ. Ку пĕрлĕх граждансемпе коммерцилле мар организацисене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнма пулăшакан канашлу органĕ шутланать. Ун йышне 8 çын кĕрĕ. Вĕсене граждансенчен, обществăлла пĕрлĕхсемпе коммерцилле мар ытти организацисенчен килнĕ предложенисене пăхса тухса, район пуçлăхĕпе администраци ертÿçин представленийĕсене тĕпе хурса суйлĕç. Юлашки йышăнăва депутатсен районти Пухăвĕ кăларать.

Депутатсем çавăн пекех Вăрнар районĕн административлă комиссийĕн тытăмне çĕнĕ çынсене кĕртессине çирĕплетрĕç. Комисси ĕçне Светлана Войтенко председатель йĕркелесе пырать.

Лару кун йĕркинче ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем те пулчĕç, кунсăр пуçне наградăсемпе чыслама тата хисеплĕ ята тивĕçме тăратнă ходатайствăсене йышăнчĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика