Ĕçе юратни çитĕнÿсем тума пулăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.03.2022, 10:27 Просмотров: 441

Çак эрнере районта çĕр çинчи чи кирлĕ профессин чи ăста ĕçченне палăртнă. Кăçал «Çулталăкри чи лайăх учитель» ята Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти Мария Германовна Ильина çĕнсе илнĕ.

Мария Германовна – çамрăк педагог, пĕлÿ тĕнчипе кĕçĕн классене çывăхлатать. Çыннăн ăс-хакăл никĕсĕ шăпах çак тапхăрта никĕсленет, çавăнпа та ачасене вĕренÿпе кăсăклантарассипе вăл тĕрлĕ мелсемпе усă курать.

Унпа пĕрле кăçал сумлă ятшăн тата ултă учитель кĕрешнĕ% Кÿстÿмĕрти, Вăрнарти 1-мĕш, Санарпуçĕнчи, Хапăсри, Çĕрпелти, Калининăри вăтам шкулсенчи вĕрентекенсем Раиса Николаевна Ливанова, Татьяна Витальевна Григорьева, Ирина Геннадьевна Семенова, Лариса Александровна Харитонова, Нелли Евгеньевна Игнатьева, Алексей Павлович Лысков.

Конкурссантсем хăйсен ĕçне тĕрлĕ енлĕ уçса панă. Ачасене илĕртекен мелсен шутĕнче – интеллектуаллă разминкăсем, ăмăртуллă элементсем, вăйăллă самантсем, видеопрезентацисем тата ыт.те. Çавăн пекех вĕсем çĕнĕлĕхсене çул панине те кăтартнă. Класс сехечĕсенче вĕренекенсемпе пĕрле харпăр-хăйне çĕнтересси, аваллăха хисеплесси, çынлăха упрасси, йывăрлăхсене çĕнетесси пирки калаçнă.

Уçă дискуссире тата тарăнрах ыйтусене сÿтсе явнă. Модератор вырăнĕнче «Раççейри çулталăк учителĕ-2019» конкурсăн финалисчĕ Ольга Физер пулнă.

Район учителĕсем маттур. Вĕсем хăйсен ĕçне юратнине кăтартаççĕ. Хапăсри Лариса Александровна Харитонова тата Çĕрпелти Нелли Евгеньевна Игнатьева лауреатсем пулса тăнă. 1-мĕш шкулти Татьяна Витальевна Григорьеван урокне, Кÿстÿмĕрти Раиса Николаевна Ливанован методика семинарне, Санарпуçĕнчи Ирина Геннадьевна Семенован класс сехетне, Калининăри Алексей Павлович Лысковăн мастер-классне чи лайăххи тесе палăртнă.

Вăрнарти 2-мĕш шкулти Мария Германовна Ильинан вара çывăх вăхăтра район чысне республикăра хÿтĕлеме тивĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика