Професси ăсталăхĕ пысăк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.03.2022, 16:25 Просмотров: 404

Тăван халăхăн культурипе историне, кăмăл-сипет пуянлăхне упраса хăварас, пултарулăх вăй-халне аталантарас тесе библиотека ĕçченĕсем нумай вăй хураççĕ.

– Пирĕн вулавăш вулакана яланах хапăл! – терĕ Ольга Елизаровна Иванова ăшпиллĕн.

Вăл Пăртасри библиотекăра тимлет. Ольга Елизаровна тарăн пĕлÿллĕ специалист пулни тÿрех яр уççăн курăнать. ,çре тăрăшуллă, профессие чунпа парăннă библиотекаре халăх хисеплет.

– Тĕнче хĕвелпе çуталать, этем вара – пĕлÿпе, – калаçăва малалла тăсрĕ Ольга Елизаровна. – Ял-йыша, вулаканăмăрсене чун çимĕçĕ кирек мĕнле ÿсĕмре кирлине кулленех ăнлантарма тăрăшатăп.

Ольга Иванова Пăртас ялĕнчех çуралса ÿснĕ. Кĕнекене ачаран хакланă, унпа шкула кайичченех туслашнă. Час-часах «библиотекăлла» выляма юратнă. «Атте ăсталаса панă пичетпе кашни кĕнекене паллă тăваттăм. Чылайччĕ вĕсем. Тусăмсене кĕнекесемпе тивĕçтерсе формулярсем çинче çырса хураттăм. Хама чăн-чăн библиотекарь пекех туяттăм», – аса илчĕ Пăртас хĕрĕ.

Унăн вулас туртăмĕ çултан-çул ÿссех пынă. Вĕрентекенсем кĕнекене упра, вăл паха тупра, малашлăх алăкне уçма пулăшать тенине яланах асра тытнă.

Хастар çамрăк хăйĕн кун-çулне чун туртнă профессипе çыхăнтарма тĕв тунă. Çутă ĕмĕт-тĕллевĕ пурнăçлантăр тесе аслă шкула çул тытнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Диплом илнĕ хыççăн университет библиотекинчех ĕçлеме пуçăннă. Кунта 1994–2000 çулсенче тимленĕ. Çамрăк специалист хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, коллективра хăвăртах ырă ят çĕнсе илнĕ. Ольга Елизаровна И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче те ĕçленĕ, библиографра тăрăшнă.

Ăраскал тени кашнин ăрасна. Ольга Иванован ултă çул хушши урăх ĕçре вăй хума тивнĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче аслă специалистра тимленĕ. Тăван ен чĕнĕвĕ хытах илĕртме пуçласан çемйипе çуралнă тăрăха куçса килнĕ.

– Мана шăпа каллех библиотека ĕçне тавăрчĕ. Тăван ялти вулавăшра тăрăшма пуçларăм, – терĕ Ольга Иванова.

Хастар библиотекарь самана таппинчен юлмасть. Çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пырать. Приоритетлă енсенчен пĕрне – краеведени ĕçне – аталантарассине тĕпе хурать. «Пăртас ял историйĕ», «Пăртасри культура çурчĕ» тата ытти темăпа (çав шутра ятлă-сумлă ентешсем пирки те) электронлă презентацисем хатĕрленĕ. Ку пархатарлă ĕçе тăсассипе малалла та тимлет. Виртуаллă куравсем, литература викторинисемпе каçĕсем, театрализациленĕ представленисем, конкурссем, кĕнеке вулавĕсем тата ытти мероприяти йĕркелет. Ольга Елизаровна тăрăшнипе Пăртас библиотеки тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Ял библиотекин фондĕнче 17 пин экземпляр. Мĕн кăна çук пулĕ кунта! Илемлĕ литература, тĕрлĕ хаçат-журнал, энциклопедисемпе словарьсем, справочниксем...   Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче вулавăш тата 100 ытла кĕнекепе пуянланнă.

Аваллăхсăр малашлăх çук. Историне кашнин пĕлмелле. «Тыл ĕçченĕсен тата вăрçă ачисен асилĕвĕсене çырса илесси практикăна кĕрсе пырать, – терĕ пултаруллă ĕçчен. – Çавăн пекех буклетсем, брошюрăсем хатĕрлессипе те тимлетпĕр».

Ăна библиотекăпа тачă çыхăну тытакансен йышĕ ÿсни савăнтарать. Акă, вулавăш çумĕнчи «Манăн тăван кĕтес» клуб тухăçлă ĕçлет, унта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем çÿреççĕ. Библиотекарĕн ăста специалист кăна мар, ырă сĕнÿ-канаш паракан та пулмалла. Ольга Ивановăра вара мĕнпур ырă ене асăрхама пулать. Вăл чăн-чăн профессионал. Пурне те тарават кĕтсе илет. Ялта культура вучахĕ ан сÿнтĕр тесе ырми-канми ĕçлет.

Тăрăшакан – хисепе тивĕçекен. Ольга Ивановăна район администрацийĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе, Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Тавĕпе чысланă.

Маттур хĕрарăм çемье ăшшине упраканĕ те. Вăл юратнă мăшăр, хаклă амăшĕ. Мăнукĕшĕн ырă кăмăллă асламăшĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ йăха тăсакансем çут тĕнчене тата килессе ĕмĕтленеççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика