Чи ăста ĕçсем çĕнтернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2022, 11:38 Просмотров: 421

«Неопалимая купина» – районти вĕрентÿ учрежденийĕсен воспитанникĕсем чи хапăлласа хутшăнакан конкурссенчен пĕри. Ачасем ăна хăйсен таланчĕсене пуренлĕ кăтартма май пурришĕн кăмăллаççĕ.

Кам ÿкерме ăста, кам алĕçĕпе аппаланма юратать. Теприсем аппликацисем илемлĕ маçтăрлаççĕ, вĕтĕ шăрçапа тĕрлеççĕ, йывăçран хÿхĕм кÿлепесем касса кăлараççĕ... Кăçал та конкурсра мĕн тĕрлĕ ĕç пулман пулĕ – хамăр хушăра талантлă ачасем нумаййишĕн чăннипех савăнатăн.

Ку хутĕнче пултарулăх ăмăртăвне Раççей пушар обществи 130 çул тултарнине халалланă. Унта мĕнпур садикĕн, 9 шкул, Калининăри шкул-интернат, ача-пăча пултарулăх çурчĕн, «Умничка» клуб вĕренекенĕсем хутшăннă. Район тапхăрне килнĕ 177 ĕçе ВДПОН-н, Вăрнарти пушар чаçĕн, асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн уйрăмĕн, пултарулăх çурчĕн представителĕсем тимлĕ тишкерсе хакланă.

– Вĕренекенсем конкурса тĕплĕ хатĕрленни курăнать. Ĕçĕсене тарăн шухăшсем хывăннă, вĕсене пурнăçлама усă курнă мелĕсем те хăйнеевĕрлĕ. Çавăнпа та ăмăрту тĕллевне – ачасене вут-çулăм сиенне ăнланма пулăшассине тата инкек вăхăтĕнче хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентессине – тивĕçтернĕ тесе пĕтĕмлетме пултаратпăр, – ăнлантарать 27-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн пуçлăхĕ Владимир Афиногентов.

Каламалла, çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ çул ÿсĕмĕнче палăртнă. Çав шутра чи пĕчĕк участниксене – уйрăм ушкăнра, вĕсенчен чи кĕçĕнни 3 çулта çеç пулнă. Мала тухнисем – пултарулăх шкулĕн воспитанникĕ Дарья Тимофеева тата Калининăри «Светлячок» ача садне çÿрекен Александра Волкова.

6–10 çулсенчи конкурсантсем те ăсталăхпа тĕлĕнтернĕ. Тĕрлĕ номинацисенче Кирилл Волков (Вăрнарти 2-мĕш шкул), Кристина Петрова тата Степан Фомин («Ручеек» ача сачĕ), Петр Елимов (Калининăри шкул-интернат), Валерия Петрова(«Умничка» клуб) çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

Аслăраххисен (11–14 çулсенчисен) ушкăнĕнче яланхиллех кÿстÿмĕрсем уйрăмах маттур. Димитрий Ириков учитель хатĕрленипе Кÿстÿмĕрти шкул вĕренекенĕсем виçĕ номинацире çĕнтернĕ% Кристина Ерлыгина, Егор Ерлыгин тата Виолетта Ирикова. Çавăн пекех Ярмушкари шкулта пĕлÿ пухакан Виктория Павлован ÿкерчĕкĕ те пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Çĕнтерÿçĕсене те, призерсен йышне кĕнисене те дипломсемпе наградăланă. Чи ăста 11 ĕç малалла конкурсăн республикăри тапхăрĕнче тупăшĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика