Пулăшни сăваплă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.03.2022, 09:21 Просмотров: 432

Вăрнар районĕнчен иртнĕ эрнере Донбасра пурăнакансем патне пулăшăвăн тепĕр партийĕ ăсаннă

Йывăрлăха лекнисене пулăшни сăваплă. Çакна районта пурăнакан-ĕçлекенсем аван ăнланаççĕ.

Ырă ĕçе «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ, Пăртасри тата Хапăсри шкулсем, чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци, Роман Шалин футболист хутшăннă.

Завод ĕçченĕсем Донецк тата Луганск халăх республикисенчен эвакуациленнĕ çынсене пулăшма 50 пин тенкĕ пухнă, укçа-тенкĕпе вырăнта туса кăларнă тушенкăсем туяннă.

– Çĕрпелти вăтам шкул коллективĕ те Донбасс ачисене пулăшас акцие хутшăнчĕ. Пуçтарăннă укçа-тенкĕпе – пĕтĕмпе 18800 тенкĕ – тумтир туяннă. Вĕсене Вăрнарта вырнаçнă пĕрлĕхлĕ гуманитари пунктне ăсатнă, – пĕлтерчĕ Алина Крипчакова.

Ыркăмăллăх акцийĕнчен педагогика ĕçĕн ветеранĕ Ираида Павловна Феофанова та пăрăнса юлман. 84-ри ырă кăмăллă хĕрарăм та пулăшу аллине тăснă.

Акцие кашниех хутшăнма пултарать. Аса илтеретпĕр, пĕрлĕхлĕ гуманитари пункчĕ поселокри Советски урамри 33-мĕш çуртра (ресторана хирĕç) вырнаçнă.

С.СВЕТЛОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика