Раççей финалĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.03.2018, 09:03 Просмотров: 478

Нарăс уйăхĕн 17–23-мĕшĕсенче Вăрнарти «Кристалл» хоккей ушкăнĕ Николай Павлович Старостин тренер ертсе пынипе Мускав облаçĕнчи Дмитров хулинче иртнĕ А.В.Тарасов ячĕллĕ «Ылтăн шайба» финалĕн призĕшĕн тупăшрĕ.

Команда малти вырăнсене йышăнмарĕ пулсан та вăйăсенче хăйне питĕ ăста кăтартрĕ. Егор Абрамов вратаре, Никита Тинюковпа Дима Шлюпкин хÿтĕлекенсене, Саша Ванин тапăнакана лайăх вылявçăсем шутне кĕртсе хаклă парнесем парса чысланă. Çак ушкăн хоккеисчĕсемех декабрь уйăхĕнче Сочи хулинче иртнĕ «Ырă пăр» финал вăййисене те хутшăннă. Вĕсем унта ытти ушкăнсем хушшинче чи çамрăккисем пулнă.

Дмитров хулине илсе кайма Александр Николаевич Галкин тăрăшрĕ. Вăл автобус тупса панипе команда финала хутшăнчĕ.

Н.АБРАМОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика