Çĕнтерÿçĕ хĕрÿ тупăшура палăрчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.04.2022, 15:19 Просмотров: 337

Çĕршыв хÿтĕлевçисем, ун мăнаçлăхне çÿле çĕклекенсем яланах хисепре пулнă, пулаççĕ те. Вĕсен паттăрла ĕçĕсем – ачасемшĕн Тăван çĕршыва виçесĕр юратнин, иксĕлми патриотизм тĕслĕхĕ.

Вĕренекенсене мухтавлă ентешĕсемпе паллаштарассипе районти обществăлла çар организацийĕсем уйрăмах хастар. Иртнĕ канмалли кунсенче те вĕсем патриотлăх мероприятийĕсемпе хамăр тăрăхри тĕрлĕ шкулсене пĕрлештерчĕç. Санарпуç шкулĕнче, сăмахран, службăра пуçĕсене хунă подводниксене астуса тата космоса пĕрремĕш çын вĕçнĕренпе 61 çул çитнине халалласа слет йĕркелерĕç. Ăна ГСВГ ветеранĕн Александр Ефимовăн парнисемшĕн ирттерчĕç.

Çар хатĕрленĕвне, пултарулăха тĕрĕслекен конкурссенче ку шкулти çамрăк патриотсен виçĕ отрячĕ хĕрÿ тупăшрĕ – пĕтĕмĕшле 68 ача. Конкурссем хăйнеевĕрлĕ те кăсăклă% вĕренекенсем отряд ялавне чыслăн илсе тухрĕç, парад стройĕнче юрăпа утрĕç, спорт тупăшăвĕнче вăй-хал çирĕплĕхне кăтартрĕç, противогаз тăхăнассипе тата автомат сÿтсе пуçтарассипе те ăмăртрĕç. Никам та парăнас темерĕ, кашниех пĕрремĕш пулма ăнтăлчĕ.

Анчах çĕнтерÿçĕ пĕрре. Чи çивĕччи те ăстараххи Владимир Михайлов ячĕпе хисепленекен пограничниксен отрячĕ пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта – Владимир Алексеев ячĕллĕ кадет класĕ тата Виктор Сидюхин ячĕллĕ çамрăк моряксен отрячĕ.

Слета хутшăннă мĕнпур вĕренекене шкул директорĕ Н.Иванов, «Боевое братство», «Морское братство», «Совет офицерĕсен союзĕ» организацисен вырăнти уйрăмĕсен, танкистсен районти пĕрлешĕвĕн ертÿçисем А.Николаев, Я.Никифоров, Н.Васильев, В.Павлов саламларĕç, ят-сумлă ентешĕсемпе мăнаçланса вĕсен тĕслĕхĕпе туртăнма сунчĕç. Конкурсантсене кашнинех дипломсемпе чысларĕç, ГСВГ ветеранĕ Александр Ефимов вара хăй енчен парнесемпе савăнтарчĕ. Ăна тата Руслан Артемьева слета ирттерме пулăшнăшăн йĕркелÿçĕсем чунтан тав тăваççĕ.

Елена ГОЛУБЦОВА,

Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ.

 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика