Ача сачĕсем çĕкленĕ. Черетре – шкулсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.03.2018, 09:05 Просмотров: 450

Йĕркеллĕ кирек мĕнле çыншăн тата обществăшăн та ачасене тимлĕх уйăрасси – пĕлтерĕшлĕ ĕç. Раççей Президенчĕн демографипе çыхăннă юлашки пуçарăвĕсем – ачасен интересĕсене хÿтĕлессипе тунă унчченхи ĕçсен тăсăмĕ. 2012 çулхи май уйăхĕнчи указĕсенчен пĕринче Президент тĕллев лартрĕ – виçĕ çултан аслăрах ачасене ача сачĕсенче вырăнсемпе туллин тивĕçтермелле.

Çак ыйту суйлавçăсем тĕрлĕ шайри депутатсене панă наказсенче аван курăнчĕ. Ăна Раççей Президенчĕ çулсерен ирттерекен «тÿрĕ линире» те çĕклерĕç. Çавăнпа та çак хушу йĕркеленнĕ.

Социаллă объектсен  строительстви – хаклă тăракан ĕç. Республика ертÿлĕхĕ тата депутатсен корпусĕ, паллах, çулсеренех бюджетра ку тăкаксене пăхса хăварнă. Анчах та Чăваш ен федераци центрĕн  пулăшăвĕсĕр Президент хушăвне туллин пурнăçлаймасть.

«Ача сачĕсем – ачасене» федераллă программа йĕркипе республика тĕллевлĕ материаллă пулăшăва тивĕçрĕ. Кунта çакна та палăртмалла, федераци укçине ахаль уйăрмаççĕ, хатĕр проектсем тата никĕслев пулсан çеç. Çак ĕçе республика шайĕнче те, муниципалитет шайĕнче те тивĕçлĕ пурнăçларĕç.

2012 çулта ача сачĕсен черетĕнче 37647 ачаччĕ. Ултă çул хушшинче 8000 вырăнлăх 47 ача сачĕ çĕкленĕ. Унсăр пуçне, ытти мерăсемпе усă курса 23 пин ытла вырăн тума май килнĕ.

Çапла виçĕ çултан аслăрах ачасен черетне пĕтĕмпех пĕтернĕ. Президент хушăвне Чăваш Республики туллин пурнăçларĕ. Чылай районта икĕ çултан аслăрах ачасем валли те вырăнсем йĕркелеме пултарнă. Икĕ уйăхран пуçласа 7 çулчченхи ачасене шкул çулĕчченхи вĕренÿпе тивĕçтересси 2012 çулхипе танлаштарсан 25 процент ÿсрĕ.

Халĕ тепĕр тĕллев лартнă – ясли çулĕнчи ачасене те вырăнсемпе тивĕçтересси. Çакăн валли 2018 – 2020 çулсенче шкул çулĕчченхи 10 вĕренÿ учрежденийĕ çĕклеме палăртнă.

«Ача сачĕсем – ачасене» программăна Вăрнар районĕ те кĕме пултарчĕ. Ăна пула поселокра çĕнĕ те хăтлă ача сачĕ – «Ручеек» уçăлчĕ. Çавна май виçĕ çултан аслăрах ачасем пурте садиксене вырнаçрĕç.

Ачасем хăвăрт ÿссе çитĕнеççĕ. Çак ĕçĕн тăсăмĕ шкулсен строительстви пулса тăчĕ.

Ултă çулта Чăваш Республикинче 3675 вырăнлăх 10 çĕнĕ шкул хута янă. Анчах та икĕ сменăпа ĕçлекен учрежденисем те пур-ха. Кунашкал режима Раççей Президенчĕ 2025 çул тĕлне пĕтерме хушрĕ.

Чăваш енре «Чăваш Республикинче 2016–2025 çулсенче пĕтĕмĕшле вĕренÿ организацийĕсенче çĕнĕ вырăнсем йĕркелесси» çумпрограммăна çирĕплетнĕ. Ун йĕркипе 2025 çул тĕлне 15745 вырăнлăх 32 шкул çĕклеме палăртнă. Çавăн пекех икĕ çурт юсавра çĕнелĕ, ăна пула тата 1000 вырăн йĕркеленĕ.

Çумпрограммăна пурнăçласа Шупашкар хулинчи «Гладков урамĕ» микрорайонĕнче 1100 ача валли шкул çĕкленĕ. Комсомольски районĕнчи Элпуçĕнче 165 вĕренекен тата шкул çулĕчченхи 40 ача вырнаçмалăх шкул хута кайнă. Шупашкарти 4-мĕш лицейри çурта вĕренÿ корпусĕ евĕрлĕ реконструкцилени 500 вырăн уçма май панă. Федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçа пĕтĕмĕшле тăкаксен виççĕ-тăваттăмĕш пайĕпе танлашнă.

Пĕлтĕр кăна çумпрограмма йĕркипе Çĕрпÿре 1000 ачалăх вăтам шкул çĕкленĕ, Сĕнтĕрвăрринче 1-мĕш гимнази çуртне юсаса çĕнетнĕ.

2018 – 2020 çулсенче 400 вырăнлăх республика кадет шкулне, Шупашкарти «Волжский-3», «Çĕнĕ хула» тата «Садовый» микрорайонсенче вăтам шкулсем хута яма палăртнă. Çакă хальхи вĕренÿ заведенийĕсен тиевне самай çăмăллатма пулăшĕ. Унсăр пуçне, ку çĕнĕ микрорайонсенче пурăнакансен ачисене килтен аякра мар вĕрентме май пулĕ. Пуçламăш шкулсем Етĕрнере (300 вырăнлăх) тата Патăрьелĕнче (154 вырăнлăх) уçăлĕç.

Раççей Президенчĕн хушăвĕсем пурнăçланаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика