Хаклавĕ аван

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.04.2022, 15:54 Просмотров: 445

Унчченхи эрнере командăпа штаб вĕренĕвĕсем чăнах та районта та масштаблă иртрĕç.

Юлашки, виççĕмĕш тапхăрĕ, Раççей МЧС-ĕн республикăри Тĕп управленийĕн сотрудникĕсен пуренлĕ асăрхавĕпе пурнăçланнă. Вĕсем Вăрнарти звено çутçанталăк инкекĕсемпе кĕрешме хатĕррине хакланă.

Хальхинче инкек тĕсĕ – вăрманта тухнă, çынсем пурăнакан вырăнсене хăрушлăх кÿрекен пушар. Ăна сарăлма парас маррипе çыхăннă ĕçсене тĕрĕсленĕ те вĕренÿ вăхăтĕнче.

Тĕпрен илсен, вăрнарсен хатĕрленĕвĕ республика комиссийĕнчен лайăх хаклава тивĕçнĕ. Тиркевлĕ асăрхаттарусем пулман. Вăрман çумĕнчи условнăй пушара путлантарма 19 единица техника хутшăннă. Çав шутра – Вăрнарти вăрман хуçалăхĕн тата Пăртас ял поселенийĕн ирĕклĕ пушар хуралĕн машинисем те.

Вĕренÿсем майĕпе ытти çăлавпа пулăшу службисен хатĕрлĕхне те тишкернĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика