Ăçта хаксем йÿнĕрех?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.04.2022, 09:38 Просмотров: 505

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, пуш–ака уйăхĕсенче уйрăмах пахчаçимĕç хакĕ ÿснĕ. Туянакансем лавккасенчен, суту-илÿ центрĕсенчен пăшăрханса тухаççĕ. Сумкисем те пушăрах.

Акă, пуçлă сухан 82 процент, кишĕр – 56,4, купăста – 50,7, çĕрулми 17 процент ÿснĕ. Иртнĕ çулхи типĕ çанталăка пула ял ĕçченĕсем лайăх тухăç илейменни те витĕм кÿнĕ, паллах. Çак тапхăрта ытти тавар та – сахăр, тăвар, панулми – хакланнă. Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи потребитель прависене хÿтĕлессипе тимлекен Координаци канашĕн ларăвĕнче те кăткăс лару-тăрăва сÿтсе явнă.

Хаксем çĕпре пек хăпарса ан кайччăр тесе Чăваш ен Экономика министерстви федерацин республикăри антимонополи службипе тачă çыхăнса ĕçлет. Суту-илÿ сечĕсен ертÿçисемпе тата менеджерĕсемпе те калаçусем ирттереççĕ. Юлашки эрнере кăмăла çĕклекенни те çук мар. Консервăсем, аш-пăш, çăнăх, макарон, сахăр, кăлпасси, ĕçмелли шыв, хăшпĕр кĕрпе йÿнелнĕ.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсене вырсарни ярмăрккисенче туянма сĕнеççĕ. Пахчаçимĕç сутаканĕсем те хамăр республикăра пурăнакансемех. Хакĕсем те шăла çырттармаççĕ. Çĕрулмине 35–40 тенкĕпе туянма пулать. Ярмăрккасенчи «иккĕмĕш çăкăр» лавккаринчен 39,5 процент йÿнĕрех. Купăста – 80–85, кишĕрпе сухан – 50 тенкĕ. Хĕрлĕ кăшман хакĕ 40 тенкĕрен иртет. Борщ юратакансем ярмăрккана кайсан укçа-тенке ытларах перекетлĕç. Паллах, харпăр хăй вăйĕпе çитĕнтернине нимĕн те çитмест. Ялсенче, ав, кил хуçисем пурнăçран уйрăлнăран пуш çуртсем сахал мар. Хулара тĕпленнĕ ачисем ашшĕ-амăшĕн килĕ пирки тахçанах маннă ĕнтĕ.

Çанталăк ăшăтса ячĕ. Пахча-анкартире ака-суха ĕçĕсене ирттерме шăпах вăхăт çитет. Тăрăшсан кĕр тухăçпа савăнтарĕ.   Ытлашши ял хуçалăх продукцине вара сутма та пулĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика