Ача-пăча туризмĕ, канăвĕ – тимлĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.04.2022, 09:47 Просмотров: 360

Раççей Патшалăх Думин туризм тата туризм инфраструктурине аталантарассипе ĕçлекен комитечĕ çĕршывра ача-пăча туризмне, канăвне тата сывлăхне çирĕплетессине çĕнĕ шая çĕклес ыйтăва «çавра сĕтелре» пăхса тухнă. Унта ку енĕпе туса хунă ĕç комиссийĕн ертÿçи Алла Салаева та хутшăннă.

Ларура палăртнă тăрăх, ачасен туризмĕ хальлĕхе тивĕçлĕн пурнăçланса пымасть, çавăнпа та экспертсен пĕрлĕхĕн, правительствăн, регионсен пĕрлешсе проблемăсене сирме тăрăшмалла.

Алла Салаева çивĕч ыйтăва çĕкленĕ. Вăл ача-пăча туризмĕн тата ачасен канăвĕн чиккисене уйăрма, кашнинпе анлăн ĕçлеме сĕннĕ.

Алла Леонидовна шучĕпе, шкул ачисем валли йĕркелекен экскурсисене вĕрентÿ процесĕпе çыхăнтармалла. Сăмахран, граждан вăрçин темине вĕреннĕ чухне В.Чапаев музейне илсе каймалла. Геометрин пайне вĕреннĕ чух Лобачевский музейĕнче «чĕрĕ» урок ирттерсен аван. «Чи кирли ачасенче кĕçĕн çулсенче, çулçÿревсем, çĕршывпа, ун историйĕпе, легендарлă çынсемпе паллашни урлă хывăнать. Вĕсем пулса курнă вырăнсем урлă», – палăртнă вăл.

Алла Салаева çĕкленĕ тепĕр ыйту – ача-пăча кану лагерĕсене реконструкцилесси. Вăл ку енĕпе Федераци Канашĕпе кăсăклă программа хатĕрленине пĕлтернĕ. «Ку программа паян муниципалитетсене тата регионсене питех кирлĕ», – пĕлтернĕ депутат.

«Çавра сĕтеле» хутшăннисем çĕршывра кану лагерĕсен шучĕ çулран-çул чакса пыни пирки пăшăрханса калаçнă. Çавна май кĕçĕннисен пысăк пайĕ вĕсене лекеймест. Статистика кăтартăвĕсемпе 2019 çулта, акă, 17,3 миллион ачаран 4,3 миллионĕ çеç лагерьсенче каннă, ку вăл мĕнпур вĕренекенĕн пĕрре виççĕмĕш пайĕ. Тĕпре – ытларах ачана канма майсем туса парасси, туризм, кану тивĕçтерĕвĕсен пахалăхне ÿстересси.

Чăваш енĕн те хăйĕн проекчĕсем пур. Предприятисенчи экологи тата промышленность экскурсийĕсем, «Авангард» çарпа патриотизм воспитанийĕн центрĕ, «Чĕрĕ уроксем» проект. Республика «Артек» ача-пăча центрĕпе тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе «Белые камни» лагерь никĕсĕ çинче «Губернатор лагерĕ» йĕркелессипе килĕшÿ тунă. Вăл канăвăн çĕнĕ мелĕсене çул парĕ.

Ларура çавăн пекех ача-пăча кэшбекĕ, турист маршручĕсенче Пушкин карттипе усă курасси тата ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.

Вăрнар районĕнче те историпе краеведени музейĕ пуçарнипе шкул ачисем валли турист маршручĕ йĕркеленĕ. Вăл виçĕ Çавал йÿппине пĕрлештерет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика