«Август» шанăçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.03.2018, 15:06 Просмотров: 680

Мартăн 17-мĕшĕнче «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче шкул ачисем хушшинче хими предмечĕпе «Август» шанăçĕ» олимпиада иртрĕ. Унта районти 11 шкулти 8–11-мĕш классенче вĕренекен 91 ача тупăшрĕ.

«Август» шанăçĕ» кăçалхипе иккĕмĕш хут иртрĕ. Ăна çулсерен заводăн çуралнă кунĕ тĕлне йĕркелеме палăртнă. Паллă ĕнтĕ, мартăн 15-мĕшĕнче Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче продукцин пĕрремĕш партине туса кăларнăранпа 88 çул çитрĕ.

«Август» шанăçĕ» шкул ачисенче наукăпа тĕпчев ĕçĕ-хĕлĕ тĕлĕшпе кăсăклăх çуратас, пултарулăха тупса палăртас тата аталантарас, химие кăмăллакан çамрăксене хавхалантарас тĕллевпе иртет. Олимпиадăна уçнă самантра заводăн тĕп технологĕ Марина Кострюкова, наукăпа производство центрĕн пуçлăхĕ Ольга Капитонова паянхи пурнăçра пахалăхлă тата тарăн пĕлÿ кăна пысăк пуласлăха çул уçнине палăртрĕç. Промышленность предприятийĕсене пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлĕ, паянхи шкул ачисем, лайăх пĕлÿ илнĕ хыççăн, регион, çĕршыв экономикине аталантарĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов «Август» компание предмет олимпиадине ирттернĕшĕн тав турĕ, кунашкал мероприятисем шкул ачисене наукăпа кăсăкланма пулăшнине палăртрĕ.

Çулсерен «Август» шанăçĕ» олимпиадăна ирттерме Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕ заданисен комплекчĕпе тивĕçтерсе пулăшать.

Олимпиада вĕçленнĕ хыççăн вĕренекенсем завод территорийĕнче, предприятин ,ç мухтавĕн музейĕнче пулса курчĕç. Жюри йышĕпе ачасен ĕçĕсене завод специалисчĕсемпе пĕрле шкулсенчи педагогсем те тĕрĕслерĕç. Вĕсем вĕренекенсем химие лайăх пĕлнине палăртрĕç.

Призлă вырăнсене çак ачасем йышăнчĕç: 8-мĕш классем хушшинче: 1-мĕш – Никита Маслов (Вăрнарти 1-мĕш шкул, учителĕ Алевтина Анатольевна Иванова), 2-мĕш – Евгения Скворцова (2-мĕш шкул, Людмила Петровна Прокопьева), 3-мĕш – Павел Нарышкин  (2-мĕш шкул, Людмила Петровна Прокопьева).

9-мĕш классем хушшинче:

1-мĕш – Екатерина Иванова (Санарпуç, Галина Ивановна Егорова), 2-мĕш – Дмитрий Никитин (2-мĕш шкул, Вера Алексеевна Золина), 3-мĕш – Ярослав Митрофанов (2-мĕш шкул, В.А.Золина).

10-мĕш классем хушшинче:

1-мĕш – Данил Алексеев (2-мĕш шкул, В.А.Золина), 2-мĕш – Юлия Зайцева (2-мĕш шкул, В.А.Золина), 3-мĕш – Максим Шариков (Мăн Явăш, Инна Вячеславовна Иванова).

11-мĕш классем хушшинче:

1-мĕш – Анастасия Сотникова (Кÿстÿмĕр, Людмила Геннадьевна Григорьева), 2-мĕш – Екатерина Николаева (2-мĕш шкул, В.А.Золина), 3-мĕш – Татьяна Антонова (Санарпуç, Галина Ивановна Егорова).

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене завод представителĕсем дипломсемпе тата парнесемпе – электронлă информаципе усă курмалли гаджетсемпе чысларĕç. Хавалантарăва çавăн пекех олимпиадăна хутшăннисем пурте тивĕçрĕç. Педагогсене «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников алă пуснă Тав хучĕсемпе чысларĕç.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика