Курмалли, тĕлĕнмелли нумай

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.12.2022, 09:00 Просмотров: 162

Республика, çĕршыв промышленноçĕн, тракторсем тăвакан отраслĕн аталанăвĕн историне упракан тĕлĕнмелле вырăн пур пирĕн тĕп хуламăрта. Вăл - Раççейри пĕртен-пĕр Трактор музейĕ. Кунта пăспа ĕçлеттернĕ пĕрремĕш техника хатĕрĕсенчен пуçласа паянхи хăватлă «гигантсем» таранах пĕр çĕре пухнă.

Нумаях пулмасть çак хăйнеевĕрлĕ музейра Пуканкасси ялĕнчи Хĕрарăмсен Канашĕн тата Обществăлла Канашăн активисчĕсемпе членĕсем пулса курнă. Тракторсен «тĕнчинчи» экскурси питĕ хавхалануллă туйăмсем хăварнине пĕлтереççĕ вĕсем. Пуканкассисене Альберт Сергеев директор музее мĕнле йĕркелесе яни, çак шухăш мĕнле çурални çинчен каласа пани те, экспонатсемпе уйрăммăн паллаштарни те питĕ килĕшнĕ. Хăнасем авалхи тимĕрçĕ лаççине те кĕрсе курнă, такана тăвас ăсталăхра хăйсене тĕрĕслесе пăхнă, асăнмалăх тимĕр укçа та хатĕрленĕ. Хăйсем каланă тăрăх, куç умне çамрăклăх çулĕсем тухнă-мĕн: вăл вăхăтра шкулта трактор-автомашинăсене вĕренни, уй-хирте гусеницăллă тракторсемпе ĕçлеме хăнăхни...

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн пирĕн асанне те, Наталья Етрикова, мăшăрĕпе, ман тетепе колхозра «Нати» çинче вăй хунă. Упăшкине çара илсен те çак йывăр ĕçрех малаллах тăрăшнă вăл: уй-хирсене сухаланă, тыр-пул акнă, кĕркунне пухса илнĕ... - аса илет ял активисчĕсенчен пĕри Альбина Фомина.

Альберт Сергеев директор каласа панă тăрăх, музей тухса çÿресе те куравсем ирттерет. Белорусси таранах çитнĕ-мĕн пирĕн мăнаçлă тракторсем, кунта пурăнакансене те питĕ тĕлĕнтернĕ.

Ачасем мĕнле юратаççĕ тата ку музейра пулма! Хăватлă техника çинче ларса курасси, ун вăйне туясси пĕчĕккисемшĕн те, аслисемшĕн те питĕ интереслĕ. Кунта вĕт, каламалла, мĕнпур техника юсавлă - хăть паян тесен тÿрех уя тух.

Чăваш халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ музейра кашнинех пулса курмаллине палăртаççĕ Пуканкасси активисчĕсем. Унта трактор историйĕ çеç мар, пирĕн, ял çыннисен, аваллăхĕ упранать теççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика