Калаçу «симĕс ылтăн» тавра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.01.2023, 09:02 Просмотров: 301

Хамăр патра туса кăларнине мĕн çиттĕр/ Чăваш енре хăмла пухакан тата типĕтекен комплекс туса кăларасшăн. Кун пирки «симĕс ылтăн» çитĕнтерекенсем Чăваш ен Пуçлăхне Олег Николаева ĕçлĕ тĕлпулура пĕлтернĕ.

Ларăва хутшăннисем хушшинче тĕрлĕ организацисен - Чăваш патшалăх аграри университечĕн, «Агро Ресурсы» обществăн, «Выльский» ЯХПК, «Ленинская искра» колхозăн, «Русхмель» предприятин тата хамăр районти «Агрохмель» агрофирмăн - хастарĕсем.

Регион пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, санкцисем пуçаруллă утăм тума хистеççĕ, çĕнĕ майсем уçаççĕ. Çакă хăмла ĕрчетес ĕçшĕн те пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен «симĕс ылтăн» - наци бренчĕ.

Хăмлана тупăшлă сутас тесен сорт пирки пĕлтерекен документ кирлĕ. Чăваш ен территорийĕнче культурăна хăшпĕр кăтартусем тăрăх тĕрĕслеме май пур-ха, анчах сорта палăртмалли методика çук. Ку ыйту çивĕч тăрать. Селекци ĕçĕнче те çапла.

Кăткăс лару-тăруран тухма аграрисем компетенци центрĕ çумĕнче «Чăваш ен - хăмла производствин центрĕ» лаборатори йĕркелеме сĕннĕ. Ку вăл пĕрремĕш утăм.

Олег Николаев наукăпа лаборатори инфраструктурине йĕркелессипе çыхăннă проекта пурнăçа кĕртме çул-йĕр картти хатĕрлеме хушнă.

Тепĕр утăм - паха хăмла хунавĕсене ĕрчетни. Çулталăкра 400-500 пинрен кая мар. Лартмалли материала пробиркăра çитĕнтерсе туса илессине те сÿтсе явнă. Çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртес енĕпе республикăра ырă тĕслĕх те çырăннă. 2020 çулта «Слава картофелю» агрофирма çĕрулми вăрлăхне пробиркăра çитĕнтерес тĕлĕшпе эксперимент тунă. Вăл ăнăçлă иртнĕ.

Ларура хăмла ĕрчетессине пысăк тимлĕх уйăрмалла тесе палăртнă. Тăрăшсан ют çĕршыв рынокĕсене те тухма пулать. Чăваш енре Раççей хăмлин 93 процентне туса илеççĕ.

Районта пĕртен-пĕр хуçалăхра, «Агрохмель» агрофирмăра, хăмла ĕрчетеççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика