Çичĕ хут виçсе пăхмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.08.2017, 10:21 Просмотров: 713

Раççей Президенчĕ В.Путин Патшалăх Думин Федераллă Пухăвне янă Çырура шкул вĕрентĕвĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Çĕршывра 21-мĕш ĕмĕрте авариллĕ, СЭС, СНИП, пушар хăрушсăрлăхĕ тата ытти ыйтнине тивĕçтермен шкулсем пулмалла маррине палăртнă. Раççей Премьер-министрĕ Д.Медведев та бюджет укçи-тенкине перекетлес тĕллевпе мĕнпур ыйтусене тивĕçтерекен вĕрентÿ учрежденийĕсемпе туллин усă курма кирлине асăрхаттарнă. Çĕршыв ертÿçисен хушăвĕсене пурнăçласа, хамăр республикра пысăк ĕçсем туса ирттернине ырлас килет.

Пирĕн тăрăхри чылай çынна хумхантаракан çивĕч ыйту пирки хамăн сĕнÿпе паллаштарасшăн.

Çулталăк каялла Туçи Çармăс шкулне Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулăн филиалĕ туса хунă. Сăлтавĕ – Туçи Çармăс шкулĕнче вĕренекенсен шучĕ сахалли. Шутласан, тĕрĕсех пек – шкулăн ача йышлă çĕрте пулмалла. Анчах ку тĕслĕхре çапла туни йăнăш тесе шутлатăп. Мĕншĕн; Туçи Çармăс шкулĕ çĕнĕ, ăна типлă проектпа 1994 çулта туса хута янă. Шкула специалистсем (3-мĕш Стройтрест) çĕкленĕ. Вăл таса, çутă. Кунта путвал, автобус валли çĕнĕ ăшă гараж пур. Юнашарах – шкулăн пысăк сачĕ, пахчи. Икĕ утасра тенĕ пек – стадион, хĕлле – йĕлтĕр трасси. Çывăхра транспорт чупмасть, лăпкă вырăн. Пĕтĕмлетсе каласан, Туçи Çармăс шкулĕ пĕтĕм ыйтусене туллин тивĕçтерет. Кунта Мускав хăнисене чĕнме те намăс мар.

Туçи Çармăс шкулĕ меллĕ çĕрте – ачасене турттаракан автобус маршручĕн варринче – вырнаçнă. Автобус тĕлĕшпе нимĕнле тăкак та пулмĕ:: ачасене кунтан хăть Кĕçĕн Кипеке турттар, хăть унтан – кунта.

Халĕ Кĕçĕн Кипек шкулĕ пирки. Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче чиркĕве пăсса ун вырăнĕнче çĕклесе лартнă. Чиркÿ кирпĕчĕсемпе, ытти материалпа усă курнă. Хуçалăх меслечĕпе проектсăр-мĕнсĕр тунă шкул çурчĕ СЭС, СНИП, пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтермест. Маччари штукатурка катăла-катăла ÿкет, çурăлнă вырăнсем пур. Юсав валли çуллен укçа-тенкĕ нумай тăкакланать. Вĕрентекенсем ишĕлекен вырăнсем ан курăнччăр тесе юсав ĕçĕсене хăйсем тĕллĕн пурнăçлама ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен укçа-тенкĕ пухаççĕ. Паллах, пĕр-пĕр кун шкулăн кивĕ çурчĕ хăрушлăх кăларса тăратма та пултарĕ. Çакă шиклентерет. Çĕршывра хăрушă тĕслĕхсем пĕрре кăна мар пулнине пĕлетпĕр. Çавăнпа та вăхăта тăсмасăр Кĕçĕн Кипекри тата Туçи Çармăсри шкул çурчĕсен çирĕплĕхне ятарласа тĕрĕслеттермелле.

Тепĕр тĕслĕх. Кĕçĕн Кипек шкулĕн спорт стадионĕ сала тулашĕнче вырнаçнă. Унта автомобиль çулĕпе утмалла. Эппин, ачасен хăрушсăрлăхĕ пирки те шутламалла.

Кĕçĕн Кипек шкулĕн çуртне йĕркеллĕ тытса тăрас тесен укçа-тенкĕ çултан-çул ытларах та ытларах уйăрмалла. Юлашкинчен икĕ шкулĕ те путланĕç. Кĕçĕн Кипек шкулĕн çурчĕ тепĕр 5–10 çул ларма пултарĕ-ха, ирĕксĕрех çĕннине çĕклеме тивĕ. Туçи Çармăсри вара усă курманнипе хăйне хăй юхăнса ишĕлĕ.

Манăн сĕнÿ: Кĕçĕн Кипек шкулĕн çуртне Вырăс православи чиркĕвне тавăрса памалла, Туçи Çармăс шкулĕнче ачасене вĕрентме тытăнмалла. Унăн никĕсĕ çинче ялти ку чухнехи шкул чечекленĕ. Вăл район мăнаçлăхĕ пулса тăрасса пĕртте иккĕленместĕп.

Василий ИВАНОВ.   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика