«Çамрăксем ĕçлеме килни савăнтарать»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.02.2023, 09:14 Просмотров: 320

«Хуçалăх ертÿçишĕн чи пысăк йывăрлăх - çынсемпе ĕçлесси. Çак енпе талант пулсан ĕç ăнать», - вĕрентетчĕç пире хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче. Ку чăнах та çапла. Халăхпа пĕр чĕлхе тупаймасан виçĕ кун та тытса тăмаççĕ», - терĕ Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Романов.

Сăмах май, ял çыннисем 1959 çулта унăн ашшĕне Василий Игнатьевича колхоз председательне лартнă. Хуçалăха вăл 1976 çулччен ертсе пынă. Кайран ăна Вăрнар райĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ пулма шаннă. 1979-1986 çулсенче Василий Романов районăн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ. Шел те, хисеплĕ ертÿçĕ 2020 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Романовсен хăйне евĕр династи. Вырăнти хуçалăха ертсе пырасси вĕсен ăруран ăрăва куçса пырать.

Геннадий Романов мĕн ачаран яла юратнă. 3-мĕш класс хыççăн колхозра ĕçлеме пуçланă. Çуллахи вăхăтра кашни каникултах унта утнă. Кăçал «Янгорчино» хуçалăха йĕркеленĕренпе 30 çул çитрĕ. «Ача чухне агронома вĕренме кăмăл пурччĕ. Кайран инженери еннелле чун туртрĕ. 1983 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн инженери факультетне вĕренме кĕтĕм», - калаçăва ăшпиллĕн тăсрĕ Геннадий Васильевич.

Колхоза килсен Геннадий Романова автомеханике лартнă. Çулталăкран тĕп инженера куçарнă. Унтан, 27-ре чухне, ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ пулма шаннă. Хуçалăх икĕ яла пĕрлештерет. Кайри-тукайсемпе çĕрпелсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Асăннă хуçалăх тыр-пул, çĕрулми туса илет. Ака-суха тумалли çĕр лаптăкĕ 1120 гектар йышăнать. Хăй вăхăтĕнче севок сухан та ÿстернĕ. Çĕрпелсемшĕн выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те ют мар.

«Маларах сĕт сахалрах сунă. Председателе ларсан вунă çулĕ йывăр тапхăр пулчĕ. Ял хуçалăхне ун чухне питех пулăшман, кредит паман. Субсидипе кăштах пулăшкаланă ĕнтĕ. Техникăна хамăр укçапа кăна çĕнетнĕ. 2005 çул хыççăн районсенче Раççей ял хуçалăх банкĕн филиалĕсене уçрĕç, кредит пама пуçларĕç. Проценчĕ пысăкчĕ паллах. Майĕпен çĕнĕ складсем турăмăр. Колхоз уйрăлсан 220 пуç ĕне пулнă. Паян сăвăнакан ĕне шутне 336 пуçа çитертĕмĕр. Çĕр лаптăкĕ сахал пулнипе вĕсен шутне урăх ÿстерме май килмест. Маларах пĕр ĕнерен çулталăкра вăтамран 3400 литр кăна сĕт сунă. Çĕнĕ вите хута ятăмăр, сĕт пăрăхĕсене вырнаçтартăмăр. Дояркăсемпе скотниксен ĕçне çăмăллатрăмăр. Пĕлтĕр пĕр ĕне пуçне çулталăкра 6000 литр сĕт суса илтĕмĕр. Халĕ, тĕрĕссипе, 6000 те сахал. Паянхи саманара ун чухлĕ сумасан ĕçлесе пыма йывăр», - чунне уçрĕ председатель.

Çĕрпелсем сĕлĕ, пăрçа, ыраш, кĕрхи тата çурхи тулă, урпа, куккурус, нумай çул ÿсекен курăксем акаççĕ, çĕрулми лартаççĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕ 40-45 гектарпа танлашать. «Пирĕншĕн ку та çителĕклĕ. Ытларах та ĕçлеме пулать, паллах, анчах пирĕн çĕр лаптăкĕ сахал. Çĕрулми управĕ кивĕ. Лайăх ĕçлес пулсан технологие çĕнетмелле. Çапах «Гала», «Ред Скарлетт» лартатпăр. Юлашки çулсенче сĕт ытларах сăвасчĕ тесе тăрăшатпăр», - калаçу çăмхине сÿтрĕ Геннадий Васильевич.

«Янгорчино» хуçалăхра паян 110 çын ĕçлет. Ĕççи вăхăтĕнче вĕсен йышĕ кăшт ÿсет. Шкул ачисем çурла уйăхĕнче тырă пухса кĕртнĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Çĕрулми суйланă вăхăтра тар тăкакан нумайланать. Хĕллехи вăхăтра ĕç сахалрах. Халĕ ытларах çĕрулми суйлаççĕ. Фермăра 40-43 çын вăй хурать: скотниксем, дояркăсем, слесарьсем. Вăтам ĕç укçи 25 пин тенкĕпе танлашать. Геннадий Романов каланă тăрăх, шалăва ÿстерме май пур, анчах ун пек чухне çын шутне чакарма тивет. Унăн вара халăха ĕç вырăнĕ ытларах туса парас килет.

«Хамăн ĕçĕме хăнăхнă ĕнтĕ. Малашне çамрăксене ĕçлеттермелле. Ывăлăм Денис пулăшса пырать. Вăл - председатель çумĕ. Денис Чăваш патшалăх аграри университечĕн механизаципе транспорт факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ», - терĕ Геннадий Васильевич.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăх техникăна çулсеренех çĕнетет. Кредитпа усă кураççĕ. Пĕлтĕр икĕ трактор туяннă: МТЗ-82 тата МТЗ-1523. Комбайнсене те çĕнетсех тăраççĕ. Халĕ вĕсем тыр-пул пухса кĕртмелли комбайн илме тĕллев лартнă. Тен, кăçалах туянма май килтерĕç/ Çĕрулмине нимĕçсен технологине пăхăнса лартаççĕ. Комбайнпа кăлараççĕ, алăпа пуçтармаççĕ.

Кун тăршшĕ пĕр сехете яхăн хушăнчĕ. Çанталăк кĕçех çуркунне енне сулăнĕ. Хĕрÿ ĕç пуçланасси хăратать-ши ертÿçе/ Е вăл ăна чăтăмсăррăн кĕтет-ши/ «Халĕ иртнĕ çула пĕтĕмлететпĕр. Пĕлтĕр таса тупăш аванах тухрĕ. Кăçал, ахăртнех, кăшт сахалрах пулĕ. 2022 çулта çĕрулми хакĕ пĕчĕк пулчĕ. Ăна 10-12 тенкĕпе сутрăмăр. Тырă та йÿнĕччĕ. Паян тырă 8 тенкĕ тăрать. Пухса илнĕ тĕш тыррăн пĕр пайне сутрăмăр. Сĕт тупăш парать-ха. Аш-какай хакĕ пĕрешкел тăрать. Ăна кашни çул вунă миллион тенкĕлĕх сутатпăр. Сĕте Йĕпреç районĕнчи Пучинкери сĕт-çу заводне, Комсомольскине ăсататпăр. Каçалсемпе йĕпреçсем хăйсемех килсе илеççĕ. Сĕт суса илессипе эпир районта яланах 1-3-мĕш вырăнсенче пулнă. Иртнĕ çул тыр-пул лайăх пулчĕ. 400 тоннине çĕр пайĕсемшĕн тата ĕçленĕшĕн çынсене паратпăр», - ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ председатель.

- Ялти хуçалăха пĕтме памалла мар. Кооператив, ĕç вырăнĕ пулмасан çамрăксем яла юлмаççĕ. Шкулсене те упраса хăварма тăрăшмалла. Çынсем пурăнма юлмасан ялсем пĕтеççĕ. Пирĕн пата трактористра ĕçлеме çамрăксем килчĕç. Çакă савăнтарать, чунра шанăç çуратать. Хуçалăх ура çинче çирĕп тăнине, хăйсен пуласлăхĕ пуррине туяççĕ вĕсем. Пĕлтĕр тепĕр çамрăк тракторист Дима Михайлов хушăнчĕ. 2003 çулта çуралнăскер. Пенсие тухакансене те ĕçрен ямастпăр. Вăй-хал çитнĕ таран вăй хураççĕ вĕсем. Дояркăсем - хамăр ялсемех. Пĕри кăна Хурăнсур Çармăсран çÿрет. Дояркăра хĕрсемпе çамрăк хĕрарăмсем тăрăшаççĕ. Вĕсен шалăвĕ вăтамран 30–35 пин тенкĕпе танлашать. Хĕллехи вăхăтра та механизаторсем ĕçсĕр лармаççĕ, фермăра вăй хураççĕ: пĕри тислĕк кăларать, тепри апат парать. Тепĕр ялтан силос турттараççĕ. Çулсеренех 450 тонна утă, 4000 тонна силос тата сенаж хатĕрлетпĕр, - каласа кăтартрĕ Геннадий Васильевич.

Халĕ вĕсем çуракине хатĕрленеççĕ. Удобрени пирки шăнкăравласа калаçса татăлаççĕ. Вăрлăха çĕнетме палăртаççĕ. Çĕрпелсен техники йăлтах юсавлă. Пĕчĕк тÿрлетÿсем тумалли кăна юлнă.

Роза ВЛАСОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика