Халĕ сакайĕнче те интернет тытать...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.02.2023, 09:15 Просмотров: 330

Паян эпир хамăр пурнăçа çыхăнусăр курмастпăр. Тепĕр чухне телефон антеннисем çухалсан е интернета тухма май килмесен вĕчĕрхенетпĕр - тем çитмест пекех туйăнать. Тата тепĕр чух яллă вырăнта çакăн пекки те пулкалать - мобильлĕ çыхăну шыраса вырăнтан вырăна куçма тивет. Çак танмарлăха пĕтерес тесех ĕнтĕ «Ростелеком» федераллă проекта çул панă.

Вăрнар муниципаллă округĕнче çĕнĕ икĕ база станцийĕ хута кайнă. Çавна май Кăмаш тата Пуканкасси ялĕсенче пурăнакансен хальхи вăхăтри сотовăй çыхăнупа, вăл шутра пысăк хăвăртлăхлă мобильлĕ интернетпа та, пĕр кăлтăксăр усă курма майсем уçăлнă. Ку пулăм мĕншĕн лайăх-ха/ Çакна Чăваш ен Цифра министерстви пуçарнипе журналистсем пирĕн тăрăхра пресс-турта уçăмлатрĕç.

Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов, ун пĕрремĕш заместителĕ Сергей Петров, «Ростелекомăн» Чăваш енри филиалĕн ертÿçи Евгений Макагонов масштаблă проекта пурнăçа кĕртни ял çыннисене çĕнĕ йышши цифра сервисĕсене алла илме май панине палăртрĕç. Электронлă патшалăх тивĕçтерĕвĕсене, онлайн мелпе çыхăннă ытти ĕçсене, вĕренĕве тата чылай çĕнĕлĕхе илессипе тинех йывăрлăхсем тухмĕç.

Паллах, ял çыннисем питĕ хĕпĕртенĕ. Кăмашри Людмила Максимова, акă, çак ырăлăха тÿрех туйнине пĕлтерчĕ. Лавккара тимлекенскере, кассăпа çыхăннă ыйтусене пурнăçлама та аван. Килте яланах пахалăхлă çыхăну пур. Ачасем те интернетпа усă курса уроксене аванрах хатĕрленеççĕ.

Пуканкассинче вара станци Альбина Фомина староста пуçарнипе вырнаçнă тесен тĕрĕсрех пулĕ. Интернетра аякри ялсене те çыхăнупа çыхăнтараççĕ текен информаци айне вăл хăйĕн комментарине хăварнă, хăйсен тăрăхĕнче ку енĕпе лару-тăру пачах та япăххине, ачасем телефонсене çĕклесе çÿллĕрех, антенна тытакан вырăнсене шыранине пĕлтернĕ. Хуравĕ нумаях кĕттермен - вĕсен ялне те çĕнĕлĕх ĕçĕн списокне кĕртнине пĕлтернĕ.

Альбина Дмитриевна та, ял хастарĕ Лиана Григорьева та танмарлăх пĕтнĕшĕн, хăйсен ялĕнче база станцине планпа пăхнинчен те маларах хута янишĕн савăннине пытармарĕç. Çырмара ларакан ялшăн уйрăмах пĕлтерĕшлине пĕлтерчĕç. «Халĕ сакайĕнче те интернет тытать», - шÿтлерĕç ял çыннисем.

Активистсен планĕсем пысăк - вырăнти клубра вĕсем телемонитор лартса ăна интернетпа çыхăнтарасшăн. Майĕсене ыйтса пĕлнĕ ĕнтĕ. Çапла староста аслăрах ÿсĕмрисене социаллă тивĕçтерÿсем пирки тĕплĕнрех ăнлантарма май пуррине каларĕ.

2021 çултанпа компани республикăри ялсенче пĕтĕмпе 16 база станцине лартнă. Цифра танмарлăхне пĕтерессипе ĕçлекен проектăн иккĕмĕш тапхăрĕ 100 çынтан пуçласа 500 çын таран пурăнакан ялсене мобильлĕ çыхăнупа тата LTE ?4G% сигналлă проводасăр интернетпа çыхăнма май парать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика