Ырă ячĕ асрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.02.2023, 09:16 Просмотров: 298

Пултаруллă вĕрентекен, талантлă композитор, чаплă ăстаçă Владимир Антонович Михайлов пурăннă пулсан февралĕн 8-мĕшĕнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвĕччĕ. Унăн ырă ячĕ халăх асĕнчех упранать.

Владимир Михайлов Мăн Турханти пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухнех юрă-кĕвĕ, илемлĕх тĕнчи патне туртăннă. Çакă ăна кайран пурнăç çулне суйласа илме пулăшнă та. Хăйпе тантăш арçын ачасенчен сисĕмлĕ, туйăмлă пулнипе уйрăлса тăраканскер, пулас музыкант юлташĕсемпе пулă тытнă чухне те тавралăхри сас-чĕве, кайăк-кĕшĕкĕн илемлĕ юррисене итленĕ. Хăй те вĕсем пек евĕрлеме тăрăшнă.

Арçын ачана вара музыка инструменчĕсем уйрăмах кăсăклантарнă. Сăмах май, унăн ашшĕ балалайкăпа ăста каланă. Ахăртнех, тăван ашшĕн пултарулăхĕ ăна юрă-кĕвĕпе туслашма пушшех хавхалантарнă. Владимир Антонович пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнех купăс калама вĕреннĕ. «Пĕр вăхăт клубра купăсçă çукчĕ, - аса илнĕччĕ вăл пĕр калаçура. - Вара эпĕ алла купăс илсе тăсса ятăм...»

Тăрăшуллă ача клуба пуçтарăннă яш-кĕрĕмпе хĕрупраçа юрă-ташă мĕнлерех савăнăç парнелеме пултарнине курса хăйне тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе калама вĕренме тупа тунă. Чи пысăк та çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртес тĕллевпе Кăмашри сакăр çул вĕренмелли шкул хыççăн Хапăсри вăтам шкулта ăс-тăна туптанă. Музыкăна юратни яш каччăна кашни кун 14 километр сивĕре те, йĕпе-сапара та утма чăрмантарман. В.Николаев вĕрентнипе вăл Хапăсри шкулта баянпа калама хăнăхнă.

Вăтам шкултан ăнăçлă тухнă хыççăн В.Михайлов Çĕрпÿри культура училищине вĕренме кĕнĕ. Анчах та салтак шинельне тăхăнма вăхăт çитнĕ. Чăваш каччи икĕ çул çĕршыв чиккине хуралланă. Пултаруллă çамрăка малашнехи пурнăçа çарпа çыхăнтарма сĕннĕ. Çар ĕçне кăмăлланă пулин те юрă-кĕвĕсĕр пурăнайманнине витĕрех ăнланнă.

Салтакран таврăнсан Владимир Михайлов Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине заочно вĕренме кĕнĕ. Кунта хăйĕн ăсталăхне 5 çул туптанă.

Иртеменкассинчи, Кĕçĕн Кипекри, Упнерти шкулсенче тата Вăрнарти искусство шкулĕнче ĕçлесе мĕн чухлĕ ачана халăх юррисене юратма, музыка инструменчĕсемпе калама вĕрентмен-ши! В.Михайлов ертсе пынипе вĕрентекенсенчен йĕркеленĕ инструментсен ансамблĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче - Мускавра, Удмуртире, Тюменьпе Оренбург облаçĕсенче - хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Куракансем репертуарсенчи юрă-ташăсене хапăлласах йышăннă.

Владимир Антонович пултаруллă вĕрентекен кăна мар, ăста композитор та пулнă. «Кĕвĕ çырни вăл - пĕрре. Чи кирли - ăна çынсем патне илсе çитересси, - тетчĕ искусство ĕçне юратса, пĕтĕм кăмăлтан туса пынă педагог. - Çырнă кĕвĕ итлекенсен чун-чĕрине тыткăнласан кăна композитор ăсталăхĕ курăнать».

Ю.Сементер, Давыдов-Анатри, Г.Илепер, Г.Ефимов, А.Кăлкан поэтсен сăввисем тăрах сахал мар хĕлхемлĕ кĕвĕ çырнă В.Михайлов. Ăна культурăпа искусствăна аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн 1991 çулта «ЧАССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă тата Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацине илнĕ. Каярахпа «Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ» хисеп паллипе наградăланă. Калас пулать, Владимир Михайловăн пултарулăхне тĕпчесе Ярмушка çынни И.Отрыванов, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чух, диплом ĕçĕ те çырнă.

Ăста композитора час-часах шкулсене пултарулăх каçĕсем ирттерме чĕннĕ, ачасене хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пама ыйтнă. Владимир Антонович яланах хаваспах килĕшнĕ, воспитанникĕсемпе пĕрле пуян репертуар хатĕрлесе куракансене савăнтарнă, вĕсен кăмăлне çĕкленĕ.

Аваллăхсăр малашлăх çук, теççĕ. Çамрăк ăрăва чăн-чăн искусство çулĕ çине тăма пулăшакан педагог авалхи кĕвĕ-çемĕсем янăраччăр тесе шăпăр, кĕсле тата ытти музыка инструменчĕсене ăсталама та мехел çитернĕ. Чăваш халăх инструменчĕсемпе вăл ачасене те выляма вĕрентетчĕ. В.Михайлов - музыка инструменчĕсене ăсталакансен Раççейри ассоциацийĕн членĕ.

2014 çулта «РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Обществăлла ĕçрен пăрăнман. «Щит Родины» организацин председателĕнче чылай çул тăрăшнă.

Владимир Антоновичăн ырă ĕçĕсем ĕмĕр халăх асĕнче юлĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика