Ватăсене пулăшни

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.02.2023, 09:16 Просмотров: 326

Нумаях пулмасть Наци радиовĕпе Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен студентка тÿрĕ эфирта калаçнине илтрĕм. Çамрăк хĕр ватăсене пулăшни, волонтер ĕçне кÿлĕнни çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Студенткăн калаçăвне итленĕ хыççăн кăмăлăм çĕкленчĕ. Ара, пирĕн тăрăхра та ыр çынсем сахал мар. Мана та кÿршĕ ачи час-часах пулăшать. Вăл - Аçăмçырми шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Александр Александров. Каччă маттур та правур, нихăçан та хирĕçлемест. Нÿхрепрен çĕрулми те илсе тухса парать, анкартинчен пахчаçимĕç çĕклесе кĕме пулăшать. Вăл вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе вĕçлесшĕн. Кÿршĕ ачин, Сашăн, института вĕренме кĕме çулĕ уçă, сывлăхĕ çирĕп пултăр, ăнăçу юнашар çÿретĕр.

Пиччĕшĕпе аккăшĕ те ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Сергей МЧС-ра, Настя васкавлă пулăшу станцийĕн фельдшерĕнче тимлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те çынсемпе тарават. Пулăшу аллине яланах тăсма хатĕр.

Улми улмуççинчен аякка ÿкмест, теççĕ. Светлана Веняминовна Александрова тарăн пĕлÿ илнĕ сăпайлă та ĕçчен хĕрарăм. Калинино чиркĕвĕнче ĕçлет, Турă пехилĕпе пурăнать. Аслă ăрурисене пулăшма юратать. Продуктсем, эмелсем аптекăран килсе парать. Вăл ватă амăшне те лайăх пăхать.

Ватăсене пулăшакан волонтерсене, ырă çынсене чунран тухакан ăшă сăмахсемпе тав тăватăп.

Нина ПАРАМОНОВА.

Малтикас Ялтăра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика