Çулла хатĕрленмесен ÿсĕм тăваймăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.08.2017, 10:22 Просмотров: 734

Çакна йĕлтĕр спорчĕн тренерĕсем Юрий Александрович Тикиневпа Михаил Павлович Павлов ахальтен каламаççĕ, хăйсен воспитанникĕсене ăмăртусене хутшăнма вĕсем хĕлĕн-çăвĕн хатĕрлеççĕ

Сезон вĕçленнĕ хыççăн йĕлтĕрсене хываççĕ те ачасем роллерсем çине куçаççĕ. Вăрнарăн çурçĕр енчи çулĕ тата Пăртас трасси çинче вĕсене тăтăшах курма пулать.

– Юр выртсан кăна йĕлтĕр çине тăни çителĕксĕр. Результатсем илес тесен вăйран тăрăшмалла, – тет Юрий Тикинев.

Тренера анчахрах «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» сумлă ята пачĕç. Çак хисепе вăл чăннипех тивĕç. Хăй ĕçлекен тапхăрта чылай ачапа çамрăка спортпа профессионаллă туслаштарма пултарнă.

Вăл хăй те пултаруллă тренер патĕнче ăсталăха туптанă, вĕрентекенĕ Михаил Павлович Павлов пек çитĕнÿсем тума тăрăшнă.

Паян вара вĕсем иккĕшĕ алла-аллăн тытăнса ĕçлеççĕ. Юрий Александрович Вăрнар спорт шкулĕнче, Михаил Павлович – ун Хапăсри филиалĕнче.

Ачасем кунне виçшер сехет, эрнере пилĕк хутчен тренировкăсенче пиçĕхеççĕ. Йĕлтĕр-роллерсемпе 20–25 километр, çуран 10–15, велосипедпа тепĕр чухне 50 километр та хыçа хăвараççĕ.

– Ятарлă спорт трасси çукран автомобиль çулĕсемпех ярăнма тивет, çавăнпа та машинăсем сахалрах çÿрекен маршрутсене суйлатпăр: Вăрнар, Пăртас, Калинино, Катăш çулĕсене, – пĕлтерет Юрий Александрович.

– Çакă та савăнтарать. Занятисене тахçан секцине çÿренĕ çынсен ачисем, яла каникула килнĕскерсем те çÿреççĕ, – калаçăва хутшăнать Михаил Павлович, кунсерен 20–25 çамрăкпа ĕçленине пĕлтерсе. 

Пысăк ĕçĕн тухăçĕ пурах. Çулсерен акă Юрий Сергеева, Данил Сергеева, Михаилпа Владимир Скворцовсене, Валентина, Галина, Анастасия Тикиневасене, Роман Михайлова, ыттисене район, республика ăмăртăвĕсен çĕнтерÿ пьедесталĕсем çинче куратпăр.

Ушкăнсенче кĕçĕннисем те пур – Данил Тикиневпа Александр Тикинев, вĕсем те пысăк шанăç параççĕ.

Сăмах май каласан, ачасене ăмăртусене хатĕрлессипе тепĕр паллă спортсменка Эльвира Чугунова та пысăк тÿпе хывать.

Умра спортсменсен – сентябрьте йĕлтĕр-роллерсемпе пулакан республика чемпионачĕ. Вăрнарсем унта кăçал та çĕнтерес тĕллевлĕ. Çавăн пекех вĕсем çăмăл атлетика енĕпе Чăваш ен первенствинчен, Нацисен кросĕнчен те юласшăн мар. Çавăнпа та тренировкăсенче пурте вăйран тăрăшаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика