Аграрисене - пулăшу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.03.2023, 09:30 Просмотров: 81

Чăваш ен агропромышленность комплексне аталантарма республика бюджетĕнчен тата 860 млн тенкĕ уйăрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен пулăшу 3,45 млрд тенкĕпе танлашĕ.

Хушма нухрата тĕрлĕ тĕллевсене пурнăçлама ярĕç: çĕнĕ техника туяннипе çыхăннă тăкаксене саплаштарма - 250 млн, пуçаруллă проектсене ĕçе кĕртме - 114 млн, килти хушма хуçалăха аталантарассипе тимлекен хăй тĕллĕн ĕçлекенсене субсидилеме - 225 млн тенкĕ. Вице-премьер Сергей Артамонов çирĕплетнĕ тăрăх, укçа-тенкĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пулăшĕ.

Çĕнĕлĕхсенчен, акă, мĕн. Пахчаçимĕçе, çĕрулмине, аш-пăша, сĕте тирпейлеме илнĕ оборудованин тăкакĕсене саплаштарма тата 120 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçалтан вара ку списокра пулă та пур.

Кунсăр пуçне хунавлăх хăмла ĕрчетме тата «симĕс ылтăн» пахалăхне палăртмалли лаборатори валли 31 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

Регионта çавăн пекех фермер продукцине сутакан Раççейри чи пĕрремĕш агромаркета йĕркелессипе тăрăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе проекта пурнăçлама 41 млн тенкĕ уйăрнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика