Пĕрлĕхе пула ырă ĕçсем пурнăçланаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2023, 09:33 Просмотров: 77

Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ муниципалитет аталанăвĕнче те курăмлă вырăн йышăнать. Вĕсем - халăхăн çын хуйхине чуна илекен пайĕ. Экономикăна тĕрлĕ сферăра çĕклекенсем. Шанчăклă тыл. Пултаруллă, талантлă çынсем...

Çакăн пек хак пачĕ муниципаллă округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов вырăнти Хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсене. Вĕсем çĕршыв хÿтĕлевне тăнă каччăсене пулăшас ĕçе те пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ: гуманитари хатĕрлес, пуçтарас енĕпе, çырусем çырса, сăмса тутрисем тĕрлесе...

Ку юхăмăн округри председателĕ Людмила Васильева, иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май, пĕрлехи пархатарлă ĕçе хутшăнакан кашни хĕрарăма тав турĕ. Хăшĕсем, акă, хăйсен вăхăтне шеллемесĕр нихăш мероприятирен те юлмаççĕ. Мăньял Хапăсри, Санарпуç тăрăхĕнчи ушкăнсем хастар. Ярмушка территорийĕнче вара хĕрарăмсен икĕ канаш.

Пуканкассинчи ушкăн - пуриншĕн те тĕслĕх. Ку тăрăхри хастарсем культура мероприятийĕсене чылай йĕркелеççĕ. Пĕлтĕр салтаксем валли нускисем нумай çыхрĕç. Экскурсисене пĕрле тухса çÿреççĕ. Ку çеç те мар, вырăнти ыйтусене татса парассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Историпе краеведени музейĕ, çула çитменнисемпе тимлекен комисси, медицина психологĕ, ЗАГС пайĕ, массăллă информаци хатĕрĕсем, предпринимательство представителĕсем Канашăн тĕллевĕсене пурнăçлассипе анлăн тимлеççĕ. Вĕсем ачаллă çемьесен пурнăçне лайăхлатассипе, çемье статусне, ашшĕ-амăшлĕх хисепне, çемье хаклăхĕсене ÿстерессипе, ăрусен пĕршухăшлăхне çирĕплетессипе, Тăван çĕршыва юратма, историе хисеплеме вĕрентессипе çыхăннă.

«Мĕнле ĕлкĕретĕр тулĕк/ Сирĕн тĕп ĕç, ачасем, выльăх-чĕрлĕх, ытти интерессем пур. Çав вăхăтрах мĕн чухлĕ мероприятире хастарлăх кăтартатăр», - тĕлĕнчĕ Чăваш енри Хĕрарăмсен союзĕн членĕ Елена Яклашкина, пĕтĕмлетÿ ĕçне хутшăннă май.

Вăрнарсене вăл хăйсен ĕçне социаллă сетьсенче ытларах кăтартма сĕнчĕ. Кăçал уйрăмах наставничество енĕпе, Телейлĕ ачалăх çулталăкĕн йĕркипе ытларах ĕçлемеллине, çамрăксене тимлĕхе илмеллине, СВО паттăрĕсене пулăшмаллине палăртрĕ...

Хĕрарăм тĕнче тытать тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Вĕсен иксĕлми çăмăллăхне, пĕрлĕхне пула тĕлĕнмелле лайăх ĕçсем пурнăçа кĕреççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика