Мухтанма тивĕçлĕ сăлтав

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.03.2023, 09:33 Просмотров: 73

Вăрнар тăрăхĕн спортсменĕсем темиçе çул харăс ĕнтĕ Чăваш ен пĕрлештернĕ команди йышĕпе Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял спорт вăййисене хутшăнаççĕ. Кăçал та вĕсем хăйсен спортри пысăк ăсталăхне туллин çирĕплетрĕç.

Чăваш спортсменĕсем программăна кĕртнĕ мĕнпур çичĕ тĕсĕнче вăй виçнĕ. Вăл шутран иккĕшĕнче - вăрнарсем.

Кăтартусемпе тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр. Полиатлонистсем, акă, - ăмăртăва хутшăннă Раççейри 47 регион хушшинче 5-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Вĕсем виçĕ тĕсре кĕрешрĕç.

Спортсменсен ăçтан вăй тухнинчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Галина Павлова, акă, кăкăрпа лекĕнсе отжимани тăвассипе чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. 100 хутчен пурнăçланă вăй-хал упражненине. Александр Политовпа Николай Созонов турник çинче хĕрĕх ытла хут туртăннă.

Йĕлтĕрпе ăмăртассипе те япăх мар вĕсен результачĕсем. Галина Павлован 10-мĕш тата 2-мĕш, Александр Политовăн 10-мĕш тата 11-мĕш, Николай Созоновăн 13-мĕш тата 15-мĕш вырăнсем.

Механизаторсем - Эльвира Чугуновапа Владимир Тикинев - пĕтĕмĕшле зачетра 7-мĕш вырăнта. Вĕсен те виçĕ тĕсре вăй виçме тивнĕ.

Уйрăмах Эльвира Чугунова пысăк хастарлăх кăтартнă. Уйрăм первенствăра вăл та Чăваш ен ялавне çĕклесе пьедестал çине хăпарма тивĕçнĕ. Эльвира - Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял спорт вăййисен кĕмĕл призерĕ. Ку çитĕнĕве вăл уйрăм тĕссенче аван туптанă: йĕлтĕрпе чупассипе - 1-мĕш, кире пуканĕ йăтассипе ?71 хут!% - 2-мĕш, тракторпа фигурăсем туса ярăнассипе тата заданисем пурнăçлассипе 6-мĕш йĕркере пулчĕ.

Вăрнар спортсменĕсем Чăваш ен командине 6-мĕш вырăна тухма май пачĕç. 600 пин таран ял çынни пурăнакан регионсем хушшинче вара республикăн пĕрлештернĕ команди 2-мĕш вырăнта.

Саламлатпăр!

- Раççей шайĕнчи ăмăртусем хамăр вăя тĕрĕслеме май параççĕ. Çитменнине, унта çĕршыври чи вăйлă спортсменсем хутшăнаççĕ. Çакă пушшех те пĕлтерĕшлĕ. Хамăр ентешсемшĕн, командăри туссемшĕн, вăрнарсемшĕн чĕререн савăнатăп, - пĕлтерчĕ Галина Павлова спортсменка.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика