Маттур хĕрарăмсене конкурсра кĕтеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2023, 09:56 Просмотров: 91

- Чăваш енри Хĕрарăмсен канашĕн онлайн ларăвĕ иртрĕ. Унта «Эпĕ - хĕрарăм» конкурс пирки сÿтсе яврĕç. Канашлу пынă вăхăтрах унта хутшăнас тесе тĕв тытрăм. Ку чăннипех те интереслĕ тупăшу! - пĕлтерчĕ Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти директор советникĕ, музыка учителĕ Ольга Николаевна Косарева.

Конкурс кăсăклăхĕ пирки вăл аван пĕлет. Мĕншĕн тесен пултаруллă хĕрарăм пĕрремĕшне хутшăннă, республикăри пултаруллă вунă финалист шутне кĕнĕ.

«Эпĕ - хĕрарăм» хальхинче те тыткăнламалла иртесси куçкĕрет. Унта кашниех хутшăнма пултарать. Кăмăла кура номинацие суйласа илмелле кăна, вĕсем пĕтĕмпе вуннă. Харпăр хăй çинчен калакан икĕ минутлăх ролик ÿкермелле те заявка тăратмалла. Вĕсене апрелĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса май уйăхĕн 22-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Шутламалăх, ролик ÿкермелĕх вăхăт пур.

Икĕ çулта ку конкурсра пине яхăн хĕрарăмăн ĕçĕ-хĕлĕпе, чун туртăмĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллашма май пулчĕ.

Конкурс положенийĕпе республикăри Хĕрарăмсен канашĕн сайтĕнче паллашма пулать ?Союз женщин Чувашской Республики%.

«Эпĕ - хĕрарăм» - харпăр хăйне кăтартмалли конкурс! Хутшăнăр! Палăрăр! Çĕнтерĕр!

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика