Депутатсем пăхса тухнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2023, 09:57 Просмотров: 68

Вăрнар округĕн Пухăвĕн депутачĕсен, муниципалитет тытăмĕнчи улшăнусене кура, татса памалли йĕркелÿ ыйтăвĕсем чылай. Юнкун иртнĕ ларура кун йĕркине 23 ыйту кĕртнĕ.

Чи малтанах депутатсем округ территорийĕнче обществăлла майпа сÿтсе явнисене, уçă итлевсене ирттермелли йĕрке çинчен Положение çирĕплетнĕ. Çавăн пекех Вăрнар округĕнче коррупцие хирĕç тăрассипе тимлекен Канаш ĕçне те сÿтсе явнă.

Ытти ыйтусем те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем Пуху депутачĕсен муниципаллă должноçне йышăнакансем тупăшпа тăкак декларацине тăратассипе, граждансен право пуçарăвĕсене пурнăçламалли йĕрке çинчен Положение çирĕплетессипе, нормативлă право акчĕсен тата проекчĕсен коррупцие хирĕçле экспертизине ирттерессипе тата ыттипе çыхăннă.

Округра «Мир» тата «Победа» территорири обществăлла хăйтытăмлăхсене туса хунă май, вĕсен ĕç-хĕлĕн чиккисене те палăртнă. Унсăр пуçне, ликвидаци балансĕсене çирĕплетнĕ, округăн муниципаллă пурлăхĕн приватизацийĕн прогнозлă планĕпе çыхăннă йышăнăва улшăнусем кĕртнĕ, награда материалĕсене тишкернĕ тата ытти те.

Ларура торжествăлла самант та пулнă. Нумай ачаллă Семеновсен çемйи «Яллă территорисен комплекслă аталанăвĕ» программа майĕпе çурт-йĕр лартма ?туянма% социаллă тÿлев свидетельствине тивĕçнĕ.

Хамăр инф

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика