Тăрăшуллă ĕç мухтавлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.08.2017, 11:48 Просмотров: 631

Почтальон специальноçне ятарласа ниçта та вĕрентмеççĕ, анчах та ку енĕпе ĕçлеме тытăнакансенчен нумайăшĕ чăн-чăн профессионалсем пулса тăраççĕ. Енĕшри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче тимлекен Роза Архипова пирки шăпах çапла калама пулать.

Почтальон сумккине çакнăранпа 22 çул çитнĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта вăл ĕçтешĕсем хушшинче çеç мар, хăйне шаннă ялсенче те пысăк хисепе çĕнсе илнĕ.

Почтăна вăл ăнсăртран тенĕ пек килсе «çакланнă». Кив Сăрьел хĕрĕ шкул хыççăн Шупашкарта бухгалтер специальноçне алла илсен пĕр вăхăт Суворов ячĕллĕ колхозра шут ĕçĕнче тимленĕ. 1987 çулта Вăрман Кипек каччипе, Геннадий Никандрович Архиповпа, çемье çавăрсан Уйкас Кипек ял Советĕнче ача сачĕн бухгалтерин ĕçĕсене тимлĕ туса пынă.

Шел, Вăрман Кипекĕн шкул çулĕчченхи учрежденийĕ нумай ĕçлемен. Çавна май ял Совечĕн председателĕ Нестер Иванович Иванов Роза Александровнана штат кĕскелнине кура почта уйрăмне куçма сĕннĕ.

Ырă чунлă, ĕçчен те сăпайлă çамрăк хĕрарăма çĕнĕ коллективра ăшшăн йышăннă. Роза Александровна хăй те йывăр пулин те почтальон ĕçне хăвăрт хăнăхнă. Малтанах вăл хаçат-журнала, пенсисене, тĕрлĕ апат-çимĕç продукчĕсене Вăрман Кипеке кăна çитернĕ. Отрасле реструктуризацилесен унăн тепĕр участок та хушăннă. Кивçурт Енĕш халăхĕн туслăхпа пĕрлĕх туйăмĕ вăйлă пулнипе ку яла суйласа илнĕ Р.Архипова.

Çулĕ инçе пулин те чунтан тăрăшать вăл. «Икĕ ялĕнче те çынсем ăшшăн йышăнни кăмăла çĕклет», – тет. Теприсем, уйрăмах пĕччен пурăнакан ватăсем, унпа чун уçса калаçаççĕ.

Ун участокĕнче хуçат-журналпа туслисем сахал мар. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата кăна 53-ĕн çырăнса илеççĕ.

Роза Александровнапа Геннадий Никандрович икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Коля Вăрнарта ĕçлесе пурăнать. Саша вара – çарта. Роза Александровнапа тĕл пулнă чухне шăпах салтакран ун сăнÿкерчĕкĕсем çитнĕччĕ. Альбома уçнă май, Роза Александровна шкулта вĕреннĕ чухне Саша хăйне хаçат валеçме, почта сумккине йăтса çÿреме чылай пулăшнине пĕлтерчĕ.

Тăрăшуллă ĕç мухтавлă. Роза Александровнана пысăк кăтартусемшĕн 2013 çулта Вăрнар район администрацийĕн Хисеп грамотипе, кăçал вара Раççей Почтин Чăваш енри управленийĕн Хисеп хучĕпе чысланă. Çак çитĕнÿшĕн пултаруллă почтальонка вырăнти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхне, ĕçтешĕсене тав тăвать. «Пĕрле, ăнланса ĕçленине нимĕн те çитмест», – тет вăл.

Светлана ЧИКМЯКОВА.   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика