Тракторист ĕçне Путин хакланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.05.2018, 08:55 Просмотров: 411

Николай Тихоновăн ĕç биографийĕнче вырма кампанийĕсем çирĕмрен те иртеççĕ. Уй-хир ĕçĕн пĕтĕм тапхăрне вăл хăйĕн опычĕ çинче вĕреннĕ.

Николай Юрьевич 22 çул ытла «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерла обществăн механика цехĕнче вăй хурать. Унччен маларах вунă çул тăван «Победа» колхозра тăрăшнă. Икĕ çул Совет Çарĕн ретĕнче тăнă.

Çĕр ĕçĕ ăна ачаранах илĕртнĕ. Çавăнпах-тăр шкул хыççăнах вăл хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ.

Районта Николай Тихонова вăл чи лайăх комбайнер пулнипе пĕлеççĕ. Ку ята вăл пилĕк çул харăс, 2011–2015-мĕшĕсенче, алăран ямарĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене çапса илессипе районта çеç мар, республикăра та малтисен йышĕнче.

Вăл ĕçлеме хăнăхнă. Уй-хир ăна магнит пек туртать тейĕн. Хресченĕн çăмăл мар ĕçĕн мĕнпур тапхăрне аван пĕлет. Техникăра лайăх ăнкарать. Çавăнпах пулĕ ăна предприятие килекен çĕнĕ машинăсене шанаççĕ. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ техникăпа тимлеме тивнĕ ăна. Унчченхипе хальхине, паллах, танлаштараймăн. Çĕнĕ йышшисем хăтлăхĕпе паха.

– Николай Тихонов – çав тери ăста специалист. Мĕнпур ĕçе вĕçне çити, пысăк пахалăхпа пурнăçлать. Хăй те вĕренсе пырать, çамрăксене те чылай вĕрентет, – тет агрохолдингăн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов.

Ун ĕçне патшалăх та пысăк хак пачĕ. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО механика цехĕн тракторист-машинистне «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

Унччен маларах ăна Чăваш ен Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе, Раççей Ял хуçалăх министерствин Тавĕпе наградăланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика