Шăнкăрав янăрарĕ, экзаменсем пуçланчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.05.2018, 09:35 Просмотров: 416

Юнкун районти кашни шкултах юлашки шăнкăрав уявĕсем иртрĕç. Вăл 11-мĕш класран ту-хакан 165 хĕрпе каччăна аслă çула йыхравларĕ. 9-мĕш класс пĕтерекенсем пĕтĕмпе 365-ĕн.

Поселокри шкулсенче пĕр вăхăтрах хумхануллă та савăнăçлă куна яланхиллех чаплăн ирттерчĕç. Икĕ вĕренÿ организацийĕнчи выпускниксен йышĕнче те тĕрлĕ шайри ăмăртусен, предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене курма кăмăллă пулчĕ. Вĕсем тата ытти классенчи пултаруллă, ăслă-тăнлă вун-вун ача савăнăçлă линейкăра Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Икĕ шкулта та 9-мĕшпе 11-мĕшсем пурте патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ экзаменĕсене хутшăнма тивĕçнĕ. Вĕсене йĕркеллĕ тытсан Вăрнарти 1-мĕш шкулта акă пилĕк вĕренекенĕн ятарлă тĕслĕхлĕ аттестат пуласса шанаççĕ.

– Умри çăмăл мар тапхăра тивĕçлĕн ирттерсе çĕршыври престижлă аслă шкулсене вĕренме кĕме çул уçăлтăр, – ăнăçу сунчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев.

Вăрнарти 2-мĕш шкултан тухакансене, вĕсем 45-ĕн, Леонид Николаевăн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов саламларĕ.

Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров икĕ шкулти волонтерсен ушкăнне те «Звездный» кинотеатрта кино пăхма сертификатсем парнелерĕ.

Шкултан вĕренсе тухакансене ашшĕ-амăшĕ, кĕçĕн классем, класс ертÿçисем пурнăçра тĕллеве тупма, ăнăçуллă пулма ăшă сăмахсем каларĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, 11-мĕш классем те «парăмра» юлмарĕç: вальсра çаврăнчĕç, флешмоб ташларĕç, юрларĕç.

Кĕçех шăнкăрав сасси янăравлăн илтĕнчĕ. Вăл шкултан тухакансене çак кун бантиксем урăх çыхмассине, шкул формисене юлашки хут тăхăннине, вĕсем аслăрах, анлăрах çул çине тăрассине систерчĕ.

Умра – хĕрÿ тапхăр. 9-мĕш класс пĕтернисем ĕнер тата паян ют чĕлхепе экзамен тытнă. 11-мĕш классемшĕн тĕрĕслев май уйăхĕн 28-мĕшĕнче пуçланать. Ун чухне ачасем географи, информатика тата ИКТ предмечĕсемпе мĕнлерех пĕлÿ пухнине кăтартĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика