Мускаври тĕлпулу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.06.2018, 09:59 Просмотров: 611

Аслă Çĕнтерÿ кунне кăçал Мускавра кĕтсе илме тÿр килчĕ. Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Олег ывăлпа «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнтăмăр. Халăх çав тери йышлă, миллион çынран та иртет пулĕ.

Тверская урампа пынă чухне эпĕ пĕр портрета уйрăмах тимлĕ сăнарăм. «Алексеев Максим Иванович» тесе çырнăскере пĕр хĕр йăтса пыратчĕ. Пирĕн ялтан, Упнертен те, ун ятлă вăрçă паттăрĕ пулнă. Вăл мар-ши, тетĕп. Хĕр патне çывхарса ыйтма май пулчĕ: «Эсир Вăрнартан мар-и?»

Эпĕ йăнăшман иккен. Çапла «Вилĕмсĕр полкра» хамăр ентешсем – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем «тĕл пулчĕç»: Чапаев ячĕллĕ колхозри партком секретарĕ Максим Иванович Алексеев тата ку колхозăн уй-хир бригадин бригадирĕ Капитон Николаевич Николаев.

М.И.Алексеевăн портретне йăтаканĕ – унăн мăнукĕ, Марина. Вăл Раççей Оборона министерствин Тĕп клиника больницинче вăй хурать.

Çакă та тĕлĕнмелле пулчĕ, унпа эпир пирĕн ентеш – СССР халăх артисчĕ Максим Дормидонтович Михайлов пурăннă çуртран аякра мар тĕл пултăмăр...

Василий НИКОЛАЕВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика