Аталану – халăх ырлăхĕн никĕсĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.06.2018, 10:01 Просмотров: 530

«Август» компанин генеральнăй директорĕ Александр Усков çулсеренех Вăрнара Химик кунне килсе хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсене профессилле уявпа саламлать.

Кăçал вăл чи малтанах бассейн строительствин объекчĕсенче пулчĕ. ,çсем кунта вĕçленсе пыраççĕ: аслисем валли 25 метр тăршшĕллĕ ишев çулĕсем хатĕр, раздевалка, душ, административлă-йăла пÿлĕмĕсене туса пĕтернĕ. Халĕ ача-пăча уйрăмĕнчи бассейнра плитка хурас ĕçсем пыраççĕ, территорие асфальтламалла, хыççăн ирĕк паракан документсене илмелле.

Бассейна августра – Физкультурник кунĕ тĕлне уçасшăн.

Хальхинче те Александр Усков завод ертÿлĕхĕпе, цех тата хушма подразделенисен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ, тĕнчери рынокри лару-тăру, компание аталантарас тĕллевсем пирки каларĕ. Чĕртавар хакĕсем ÿснĕрен «Август» компани Китайра им-çамсен тĕп компоненчĕсене кăларакан завод тума тытăннă. Çавăн пекех, Александр Михайлович сăмахĕпе, çулталăк вĕçĕ тĕлне Тутарстанра «Август-Алабуга» завод строительстви те вĕçленмелле. Апла пулин те Вăрнарти завод валли ĕç çителĕклех пулĕ. «Кунта çĕнĕ препаратсене кăларассине алла илĕç, интеллектуаллă йывăр производство пулĕ», – терĕ вăл.

Савăнăçлă пайра Александр Усков завод ĕçченĕсене тав турĕ. 2017 çул «Августшăн» çав тери ăнăçлă пулнине палăртрĕ.

«Иртнĕ çулхи кăтартусем рекордла – завод 24 пин тонна продукци кăларнă. Пирĕн паха ĕç ветерансене хушма пенсисем тÿлеме, поселока аталантарма пулăшать», – терĕ «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников.

Вăрнар химикĕсене çавăн пекех Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Павлов саламларĕç, правительство наградисемпе чысларĕç. «Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята ăшă энергийĕн цехĕн пуçлăхĕ Владимир Савельев тата тĕп энергетикпа механик пайĕн тĕп инженерĕ Сергей Сидоров тивĕçрĕç. Раççей Промышленность тата суту-илÿ министерствин Хисеп грамотипе автотранспорт цехĕн пуçлăхне Леонид Галкина, Чăваш ен Экономика аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотипе 102-мĕш цехăн слесарь-ремонтникне Владимир Данилина, Чăваш ен Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе Николай Васильев электромонтера, тĕп технолог пайĕн пуçлăхне Юрий Николаева, Тагир Хисамутдинов электрогазосварщике наградăларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев «Август» компание Вăрнар поселокĕнче пурнăçлакан социаллă политикăшăн тав турĕ, ултă ĕçчене грамотăсемпе чысларĕ.

Завод ĕçченĕсене Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ саламларĕ.

«Пирĕнпе ÿсме çăмăл» текен слоган Химик кунне уйрăмах çывăх. Кун чухлĕ ача Вăрнарти урăх уявра ниçта та пулмасть пулĕ. Çакă завод ĕçченĕсем вĕсем валли хатĕрленĕ мероприятисемпе, çитменнине – тÿлевсĕр, çыхăннă. Хальхинче те «Август» паркпа «Химик» стадионта кĕçĕннисене тĕрлĕ аттракционсем кĕтрĕç. Шаржистсем, портретистсем, аквагрим ĕçлерĕ. Лазертагра арçын ачасем хăйсене чăн-чăн çар çыннисем пек туйма пултарчĕç. Фитнес-центр умĕнчи газон юмах уçланкине çаврăнчĕ. Кунта юмах кăтартрĕç, вăйăсем ирттерчĕç, фотозона йĕркелерĕç. Хими шоувĕ те пурне те тĕлĕнтерчĕ.

Аслисем валли те кану программи пуян пулчĕ: фотобудка, караоке, саксофонпа тата скрипкăпа калама вĕренмелли мастер-класс... Стадионти хаваслă сасăсем «Химик-Август» Пензăри «Зенит» командăна çĕнтернине çирĕплетрĕç.

Унччен «Акатуй» ирттерекен вырăнта халĕ çĕнĕ сцена тунă, çырма хĕррипе – амфитеатр, вăл 2000 çынна вырнаçтарать. Кунта «Рябинка», «Березка» ача сачĕсен, ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕсем, фитнес-аэробика ушкăнĕ, завод ветеранĕсем, Шупашкарти «Сеспель», «Дуняша STYIE», «Nota G» ушкăнсем концертпа савăнтарчĕç.

Тĕттĕмленсен куракансене «Сворог» театрĕн çулăм шоувĕ, хыççăн фейерверк тыткăнларĕç. Çамрăксем дискотекăра савăнчĕç.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика