Тимлĕхре – çулсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.06.2018, 10:02 Просмотров: 520

Çулсен тăрăмĕ, вĕсем юхăнни паян çĕршывра, çав шутра хамăр республикăпа районта та, чи çивĕч ыйтусен шутĕнче. Çакна ялсенче иртекен кашни тĕлпулурах хĕрÿ хускатаççĕ.

Иртнĕ çул пирĕн районта çул строительствипе пысăк ĕçсем пурнăçланчĕç. «Август» Фирма хÿтте кĕрсе ыйтнипе Вăрнар поселокĕнчи А.Иванов тата Ленин урамĕсем якалчĕç. Çĕрпÿ – Ульяновск – Ачча – Вăрнар – Упи – Красноармейски автомобиль çулĕн Хирпуçпе Çĕрпел ялĕсене çыхăнтаракан лаптăка асфальт хывăнчĕ. Вĕсене мĕнлерех пахалăхпа сарнă-ха? Çакна ĕнер Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин, транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов районта ĕçлĕ визитпа пулнă май хакларĕç. Район пуçлăхĕпе Геннадий Спиридоновпа, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕпе Владимир Свешниковпа вĕсем малтанах А.Иванов урамĕнче пулчĕç. Район ертÿлĕхĕ ку çулсем гаранти çинче, мĕнпур çитменлĕхсем подрядчик яваплăхĕ пулнине палăртрĕ.

Çĕрпÿ – Ульяновск – Ачча – Вăрнар – Упи – Красноармейски автоçул çинчи тĕплĕ юсав ĕçĕсене 2016 çулта пурнăçлама тытăннă. Паянхи куна подрядчиксем Хирпуçĕнчи кĕпер çывăхĕнчи кюветсене, тăрпасене çирĕплетессипе, тротуарсем сарассипе ĕçлеççĕ.

Çавăн пекех ку çулăн Çĕрпел – Çĕньял Хапăс лаптăкĕ те юсавра çĕнелмелле. Кăçала 3,6 млн тенкĕ уйăрнă. Район ертÿлĕхĕ юсав ĕçĕсене Вăрнар – Канаш автотрассăн Санарпуçнелле пăрăнса кĕрекен тăваткалĕнчен тытăнма сĕнчĕ, ку лаптăк ытла та вăйлă çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ, терĕç вĕсем. Иван Моторин ыйтăва тимлĕхе илессине палăртрĕ.

Делегаци çавăн пекех бассейн строительствин объектĕнче, «Август» кану паркĕнче те пулчĕ.

Вырăнтисем республика влаçне хăйсене хумхантаракан ыйтусене те пĕлтерчĕç. Ку вăл – çĕнĕ шкул, тасатакан сооруженисен, Вăрнар – Мăн Явăш автоçул лаптăкĕн строительствисене хăвăртлатма пулăшасси.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика