Ăнăçлă пуçларĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.06.2018, 09:36 Просмотров: 373

Виçĕмкун футбол енĕпе Тĕнче чемпионачĕ старт илчĕ. Раççей çыннисем çĕршывăн пĕрлештернĕ командине ытти чухне темĕнле те хурлама пикенеççĕ пулин те сумлă турнирта пурпĕр вĕсенчен пысăк шанăç кĕтеççĕ.

Пĕрремĕш тĕлпулу, паллах, вĕсен ят-сумне ÿстерчĕ. Мускаври «Лужники» стадиона лекейменнисем матча тÿрĕ эфирта пăхма пултарчĕç. Вăйă тапхăрĕнчи çĕкленÿллĕ кăмăла сăмахпа туллин çырса пама çук – чăннипех те хитре, пуçтаруллă, çивĕч вылявпа палăрчĕç Раççей футболисчĕсем. Саудови Арави командине 5:0 шутпа çапса аркатрĕç.

Раççей командишĕн, паллах, чăвашсен те чунпа «чирлемелле», мĕншĕн тесен командăри икĕ спортсменăн йăхĕсем – Чăваш енрен. Сергей Игнашевичăн амăшĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчен пулнине пĕлетпĕр-ха. Комментаторсем виçĕмкунхи вылявра ăна мухтанине илтме питех те кăмăллă пулчĕ. Шутĕнче – 400 ытла матч, 40 гол. Çитменнине, Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче вăл ÿсĕмĕпе чи асли – кĕçех 39 тултарать.

Иккĕмĕш тайм пуçламăшĕнчех Саудови Арави хапхине мечĕк тапса кĕртнĕ Артем Дзюбан тымарĕсем те чăвашран. Амăшĕ унăн Çĕрпÿ хулинче çуралнă.

Раççей командин умра – тата хĕрÿрех вăйăсем. А ушкăнран тухса малалла кайма Египет тата Уругвай командисемпе ăнăçлă выляни кирлĕ.

Тĕнче чемпионачĕпе пĕрле эпир вăрнарсен «Химик-Август» командишĕн те «чирлетпĕр», Раççей первенствин йĕркипе иртекен вăйăсене тимлĕ сăнатпăр, вĕсен çитĕнĕвĕшĕн савăнатпăр. Иртнĕ эрнекун Вăрнар футболисчĕсем килти вăйăра Самар облаçĕнчи «Академия Коноплева» командăна 6:1 шутпа çĕнтернĕ!

Июнĕн 12-мĕшĕнче Пензăра кунти «Зенитпа» иртнĕ тĕлпулу «Химик-Август» 2:0 шутпа çĕнтернипе вĕçленнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика