Уççăнах паллашма пулать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.06.2018, 09:19 Просмотров: 573

Раççей Юстици министерстви ĕçре тепĕр çĕнĕлĕхпе усă курать. Çынсене, организаци-учрежденисене çăмăллăх кÿме «Раççей Федерацийĕнчи нормативлă право акчĕсем» право порталне туса хунă.

Унта – Раççей патшалăх влаçĕн аслă органĕсем, ĕç тăвакан влаçĕн федераллă органĕсем йышăннă тата Юстици министерствинче регистрациленĕ; субъектсен патшалăх влаç органĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем кăларнă нормативлă право акчĕсем. Вĕсем http://pravo-minjust.ru, http://право-минюст.рф адрессемпе талăкĕпех уçă куравра, тÿлевсĕр.

Ку право порталне РФ муниципаллă пĕрлĕхĕсен патшалăх реестрĕнчи, РФ субъекчĕсен патшалăх влаç органĕсем тулаш экономика çыхăнăвĕсем çинчен тунă килĕшÿсен реестрĕнчи, ĕç тăвакан влаçăн федераллă органĕсемпе Раççей субъекчĕсен ĕç тăвакан органĕсем хăйсен полномочийĕсен пайне пани çинчен тунă килĕшÿсен реестрĕнчи сведенисене кĕртнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика