Пĕрремĕш хут – Спартакиада çĕнтерÿçисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.06.2018, 09:21 Просмотров: 387

Вăрнар районĕ пĕрремĕш хут шкул ачисем хушшинче Чăваш ен Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн пынă Спартакиада çĕнтерÿçи пулса тăнă!

Сумлă çĕнтерĕве волейболистсем – хĕрсем, фитнес-аэробика ушкăнĕсем, йĕлтĕрçĕсем, ирĕклĕ кĕрешÿçĕсем, футболистсем пысăк тÿпе, вăй хывнă. Ку тĕссенче пĕтĕмĕшле зачетра вăрнарсем 1-мĕш пулнă.

Çавăн пекех районăн шкул ачисем спорт туризмĕнче 3-мĕш, «Ылтăн шайбăра» 2-мĕш, Президент спорт вăййисенче 3-мĕш йĕркене йышăннă. Ытти тĕссенчи кăтартусем те начар мар.

Виçĕмкун Вăрнарти «Химик» стадионта Спартакиада çĕнтерÿçисене чысларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов ачасене куçса çÿрекен Кубока тыттарнă май, вĕсем районшăн пĕчĕк тĕлĕнтермĕш тунине каларĕ, спортсменсене историлле çĕнтерÿпе саламларĕ.

Вăрнарсем юлашки виçĕ çул Спартакиадăра ăнăçлă ăмăртнă. 2015–2016 вĕренÿ çулĕнче 5-мĕш, 2016–2017-мĕшĕнче 3-мĕш пулнă. 

– Тренерсен, физкультура учителĕсен тÿпи пысăк. Вĕсене, çавăн пекех ăмăртусене улшăнми тухса çÿренĕшĕн водителе тав, – терĕ ача-пăча спорт шкулĕн преподавателĕ Владислав Львов.

Спартакиада 14 тĕспе иртнĕ. Вăрнар район команди пĕтĕмĕшле 599 очко пухнă. Шупашкар районĕ – 2-мĕш, Çĕрпÿ районĕ 3-мĕш вырăнсенче.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика