Асăрханни лайăхрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.06.2018, 09:50 Просмотров: 393

Уртаракан чир – çыншăн та, пур выльăхпа чĕрчуншăн та хăрушă. Килти выльăхсенчен ытларах йытăсем, кушаксем, мăйракаллă шултра выльăхсем чирлеççĕ. Тискер чĕрчунсем хушшинче – тилĕсем, кашкăрсем. Чире пуçараканĕ РНК усракан (содержащий) рабдовирус, вăл сĕлекере аталанать, ун урлă аманнă е суранланнă чĕрчун ÿчĕ витĕр ерет.

Чирленĕ килти выльăх хаярланать, усалланать е ытлашши ачашланать, сĕлеке юхтарать, ăна тытамак тытать. Тискер чĕрчунсем çынсенчен хăрами пулаççĕ, çав вăхăтрах вăрттăн тапăнса çыртма та пултараççĕ. Вĕсем шывран тата çутăран хăраççĕ.

Ку чиртен сыватаймастăн, анчах та асăрхаттарма пулать. Ку тĕлĕшпе Вăрнарти ветеринари станцийĕ пысăк ĕç туса ирттерет. Паянхи куна районта 3267 йытта, 2642 кушака, 1434 пуç мăйракаллă шултра выльăха вакцинаци тунă. Çĕртме уйăхĕнче мăйракаллă шултра выльăха килти хуçалăхсенче тата фермăсенче прививкăсем тăваççĕ.

Районта урнă чире асăрхаттарас тĕллевпе тилĕсен шутне шайлаштарассипе мероприятисем тăтăшах ирттереççĕ. Çитес кунсенче ашпа тăранса пурăнакан чĕрчунсен йăвисем умне сунарçăсемпе пĕрле «Рабивак-0Ÿ333» вакцина хурса тухмалла.

Чĕрчунсем ăнсăртран вилни пирки тÿрех «вĕри лини» телефонĕпе шăнкăравламалла: (883537)2-50-48, 2-56-67.

Елена ВАСИЛЬЕВА,

выльăх чирĕсемпе

кĕрешекен районти станци пуçлăхĕн çумĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика