Хастарлăх сÿнмен-ха

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.06.2018, 09:50 Просмотров: 389

Çын ĕмĕрĕ, кун-çулĕ яланах халăх куçĕ умĕнче иртет. Пĕрисем ватлăх енне хăвăрт сулăннине куратăн, теприсем хăйсен пурнăçĕнче темĕнле йывăрлăхсем чăтса ирттерсен те çамрăклăха çухатмаççĕ.

Кивçурт Енĕшре çуралнă, халĕ Вăрман Кипекре пурăнакан Галина Васильевна Петрова çинчен те çапла калама пулать. Ашшĕ, Василий Григорьевич Григорьев, вăл çураличчен икĕ çул маларах кăна вăрçăран таврăннă. Мăшăрĕпе, Лидия Федоровнапа, пĕрремĕш ачи хĕр килнишĕн савăннă, ÿссе пынăçемĕн кил-тĕрĕшĕнче вăл пулăшасса шаннă. Çаплах пулса тухнă. Галя пĕчĕкрен хуçалăхра тăрăшнă. Ашшĕ малтан Енĕшри ял Совет секретарĕнче ĕçленĕ, кайран «Красноармеец» колхоза тракториста куçнă. Тĕп килтен уйрăлса тухса Волонтер ялне çемйипе куçса кайнă Андрей Егорович Егоров хуçалăхне туянса унта пурăнма куçнă. Çемье те ÿснĕ: Витя, Слава, Ваня тата Коля çуралнă.

Енĕшри шкула пĕтĕм предметпа «пиллĕк» паллăсемпе пĕтерсен Канашри медицина училищине çул тытнă. Специальность илсен Вăрман Кипекрех ĕç тупăннă.

Ку ФАП-ăн бази питĕ чухăн пулнă. Галина Васильевна Шăхасанти медтехника урлă кирлĕ таварсем тупма пултарнă. Ăна пулăшаканĕ Василий Архипович Архипов пулнă. Каярахпа трахома сестринче тимленĕ. Уйкас Кипекре çĕнĕ ФАП ĕçлеме пуçланă. 1984 çулта ун ертÿçине Галина Васильевнăна çирĕплетрĕç. Малтанхи заведующийĕ те, Мария Ижелеева, çирĕп те вăйлă тухтăр пулнă. Халăхшăн тăрăшнă.

Галина Васильевна ĕçленĕ вăхăтрах Вăрман Кипекри Анатолий Петровпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Тăватă хĕр çитĕнтернĕ – Надя, Люда, Лариса, Светлана. Пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă, кашниех çемьеллĕ. Икĕ хĕрĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Анчах Анатолий Петровичăн пурнăçĕ кĕске пулчĕ, пур ачин телейне курса ĕлкĕреймерĕ. Аварире пурнăçран уйрăлчĕ. Вăл нумай çул Вăрман Кипек ял бригадирĕнче ĕçленĕ. Ăна пĕтĕм «Звезда» колхоз ĕçченĕсем юратнă, тĕрĕслĕхшĕн хисепленĕ.

Галина Васильевна Петрова халĕ пенсире. Выльăх-чĕрлĕх тытать, ĕç нумаййипе урама та тухса лараймасть, чун ыратнă вăхăтра пÿртри попугай юррипе савăнать.

Пĕччен пулсан та Галина Петрова хуçалăха çирĕплетсех пырать. Иртнĕ çулсенче вите, мунча, çуллахи кухня, беседка туса лартма вăй çитерчĕ.

Медицинăра 40 çул ытла тимленĕ вăл, 17 çул – малтан ял Совечĕн, кайран Уйкас Кипек ял администрацийĕн депутачĕ пулчĕ, халĕ Вăрман Кипек ял старости.

Уйкас Кипекри культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне хутшăнать. Ĕçленĕ вăхăтра Тав хучĕсене чылай тивĕçнĕ.

Валерий ГРИГОРЬЕВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика