Проект йĕркипе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.06.2018, 09:52 Просмотров: 367

Чăваш ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырури хушусен йĕркипе республикăра «Юристсем – халăха» пысăк проект пурнăçа кĕрет. Тĕп тĕллевĕсене кура, вăл çынсен право пĕлĕвне анлăлатма, вĕсене, уйрăмах ялсенче пурăнакансене, юрист тивĕçтерĕвĕсене тÿлевсĕр илме пулăшать.

Тухса çÿрекен ятарлă мобильлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Йышĕнче – ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, Адвокат тата Нотариат палатисен, суд приставĕсен тата социаллă пулăшу паракан службăсен представителĕсем. Ĕç планĕнче – право сехечĕсем, республикăри тĕрлĕ ял-хулари тĕлпулусем, хăш-пĕр ушкăнри граждансене килĕрен çÿресе тÿлевсĕр юрист консультацийĕ парасси.

Эрнекун, акă, хамăр районта пурăнакансене юрист пулăшăвĕпе тÿлевсĕр тивĕçтерес ыйтусемпе йышăннă. Район администрацийĕнчи тĕлпулăва килнĕ граждансен ыйтăвĕсене ЧР юстици министрĕн заместителĕ И.Михайлов, пай пуçлăхĕ В.Горелова, суд приставĕсен службин районти пайĕн пуçлăхĕ И.Семенова, Вăрнар округĕнчи нотариуссем Н.Мулеевапа Л.Белоусова, В.Кольцов адвокатпа А.Михайлова адвокат пулăшуçи, район администрацийĕн пай пуçлăхĕн заместителĕ М.Павлова, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ И.Смолина хуравланă. Калаçу çурт-йĕр саккунĕсем, хисеплĕ ятсене тивĕçесси, алиментсем шыраса илесси, нумай ачаллă çемьесене пособисем уйăрасси тата ытти пирки пынă.

Пулăшу шыраса килнисене пурне те ыйтăвĕсене мĕнле татса памаллине ăнлантарса сĕнÿ-канашсем панă, хăш-пĕр кăткăс самантсем – уйрăм тимлĕхре.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика