Малтан мала талпăнать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.09.2018, 11:39 Просмотров: 301

– Ял çыннишĕн çу кунĕсенче канлĕх çук. Акă эпир мăшăрпа иртен пуçласа каçченех ура çинче. Фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕренпе ĕç малти вырăнта тăрать. Тĕрĕссипе, çĕр ĕçĕ те, выльăх-чĕрлĕх пăхасси те пире киленÿ çеç кÿрет, – ăшшăн калаçрĕ Малти Ишекри Григорий Лукин.

Вăл ĕçчен те кăмăллă çын пулни тÿрех палăрчĕ. Çавăнпах-и, калаçу та çăмăллăн йĕркеленсе кайрĕ.

– Хĕрÿ тапхăрта вăй хумасăр, тăрăшмасăр нимĕн те пулмасть. Пирĕн 130 гектар çĕр пур. Çав шутран 91 гектарĕ – пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем. Тухăç япăхах пулмарĕ, гектартан вăтамран 24,6 центнер илтĕмĕр. Уй-хирти тырпула хамăр вăйпа туяннă «Енисей» комбайнпа выртăмăр. Кăçал çанталăк уяр тăнăран вырма ĕçне кĕске вăхăтра вĕçлерĕмĕр. Кĕрхи культурăсене те акрăмăр, – терĕ Григорий Геннадьевич.

Хастар фермер çунтармалли-сĕрмелли материалсем, çумкурăкпа тата хурт-кăпшанкăпа кĕрешмелли хими им-çамĕ, запас пайсем туянмашкăн укçа-тенкĕ çитерме йывăррине пытармарĕ. Апла пулин те пуçа усма шутламасть, мал ĕмĕтлĕскер малаллах талпăнасшăн. 2015 çулта грант илме конкурса хутшăннă. Тăрăшни сая кайман, патшалăх пулăшăвне илме тивĕçнĕ. Грант укçипе «Родник» хуçалăхăн пулнă ферма çуртне туяннă. Унта выльăх-чĕрлĕх кĕртиччен юсав ĕçĕсем чылай ирттернĕ.

– Фермер ĕçне тытăннă вăхăтра 4 пуç ĕне кăначчĕ. Халĕ выльăхсен йышне 32 пуçа çитертĕмĕр. Çав шутран сăвакан ĕнесем 18 пуç. Çакăнпа çеç лăпланса ларасшăн мар эпир, ферма çуртне пысăклатас тĕллевлĕ. Хыççăн вара выльăхсене ытларах усрасшăн, – сăмах çăмхине сÿтрĕ Г.Лукин.

– Йышлă выльăха хĕл каçарма чылай апат кирлĕ. Кăçал çителĕклĕ хатĕрлерĕр-и; – ыйтрăм фермертан.

– Хĕл хырăмĕ аслă, теççĕ. Апла пулин те фермăри ĕнесем те, вăкăрсем те выçă тăмĕç. ,ççи вăхăтĕнче сенаж 150 тонна, силос 100 тонна, утă 45 тонна хатĕрлеме пултартăмăр. Выльăх кăшманĕ те пур. Пĕр сăмахпа, апат рационĕ чухăн мар – сăвăма ÿстерме майсем çителĕклĕ. ,несене мăшăрпа иксĕмĕр аппаратпа сăватпăр. Сĕте автомашинăпа килсе илсе каяççĕ. Ферма таврашĕнчи ĕçсене пурнăçламашкăн пулăшакан та пур, – пĕлтерчĕ фермер.

Лукинсем çу кунĕнче ĕнесене симĕс курăк çине кăлараççĕ. Çавăнпа электрокĕтÿçĕ туяннă.

Малти Ишекре кун çути курнă Григорий Геннадьевич иртĕхсе ÿсмен, ĕçлесен çеç çăкăр çиме май пулнине пĕчĕкрен лайăх ăнланнă. Ялти шкулта 9 класс пĕтерсен Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш училищĕре столяр-платника вĕреннĕ. Дипломлă специалист пулса тăрсан çара кайнă. Службăна Свердловск облаçĕнче тата Пермь тăрăхĕнче ирттернĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа таврăнсан Калининăри промкомбината столяра вырнаçнă.

Çулталăкран ĕçрен уйрăлнă та Мускав тăрăхне «шапашкăна» çÿреме пуçланă. Çав вăхăтра Калининăри училищĕре водителе вĕренсе тухнă. Çăлкас Кăкшăм хĕрне Светлана Николаевнăна куç хывнă. Пысăк юратупа пĕрлешнĕ мăшăр. Иккĕшĕ те хулара ĕçлесе пурăнма пуçланă.

– Асатте, вăрçă участникĕ, ялта уйрăм çуртра пĕчченехчĕ. Çитменнине, чирлекелетчĕ. Ватăна пăхас тĕллевпе хуларан Малти Ишеке таврăнтăмăр. Çĕр ĕçне пикенсе пăхма шутларăмăр. 2007 çулта кредитпа усă курса МТЗ-92 трактор туянтăмăр. Анчах агрегатсем туянма укçа-тенкĕ çитмерĕ. Хамăрăн тата тăвансен пай çĕрĕсем çинчи курăка атте ăсталанă техникăпа çултăмăр. Кайрантарахпа утă çулмалли хатĕр илме пултартăмăр, – кăмăллăн калаçрĕ Григорий Лукин.

Халĕ унăн икĕ трактор. Агрегачĕсем те çителĕклех. Çанă тавăрса ĕçлемелле кăна. Чăн та, хĕрÿ тапхăрта уй-хиртен татăлма пĕлмест хастар арçын. Юратнă ĕç вара ăна вăй-хăват парса тăрать. Чи кирли – сывлăх пултăр, тет.

Лукинсем пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланаççĕ. ,çе уйăрмаççĕ. Вĕсем тăватă ача пăхса çитĕнтереççĕ. Асли 14-ра. Виççĕшĕ ашшĕпе амăшне май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.

Г.Лукиншăн çуралнă кĕтесрен хакли нимĕн те çук. Фермер ĕçне куллен йĕркелесе пыма тивнишĕн вуçех те ÿкĕнмест. Йывăрлăха çĕнтерме хăнăхнă. Малтан мала талпăнса çĕнĕ çитĕнÿсем тума пултарасси пирки иккĕленмеççĕ вĕсем. Иккĕшĕ те Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илнĕ: пĕри агронома, тепри ветеринара вĕреннĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.      

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика